22 октября 2008 г.
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2002 çулхи çыравĕ хыççăн 6 çул иртрĕ. Халĕ вара çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ тепĕр мероприятие, 2010 çулхи çырава, кĕтсе илме хатĕрленетпĕр.
Çырав кăтартăвĕсем патшалăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикине йĕркелес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсемсĕр нацин приоритетлă проекчĕсене çирĕплетме, демографи лару-тăрăвне хаклама, бюджетăн нумай çуллăх политикине йĕркелеме май килмĕ.
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2006 çулхи январĕн 11-мĕшĕнчи 7-мĕш йышăнăвĕпе 2010 çулхи октябрь уйăхĕнче Пĕтĕм Раççей халăхĕн черетлĕ çыравне йĕркелеме палăртнă. Ăна федерацин 2002 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчи 8-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн, вунă çулта пĕр хутран кая мар, ирттереççĕ. Конкретлă датăпа вăхăта халăхăн сăнавлă çыравĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн Правительствине çирĕплетме сĕнĕç. Халăх çыравĕ - пĕр-пĕринпе çыхăннă мероприятисен комплексĕ. Унăн тĕп çул-йĕрĕ асăннă мероприятин правăпа норма акчĕсене йĕркелессипе, методологипе организаци мелĕсене тăвассипе, территори единицисен чиккисене уçăмлатас тĕллевпе пурнăçлакан хатĕрленÿ мероприятийĕсемпе, адрес хуçалăхне - (урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене) тĕрĕслессипе, территорие çырав, инструктор тата шутлав участокĕсене пайлассипе, çыравăн вăхăтлăх ĕçченĕсем тата пурлăхпа техника кирлине палăртассипе, çыравçăсене вĕрентессипе, информаципе ăнлантару ĕçне пурнăçлассипе çыхăннă. Граждансен уйрăм контингентне çырава хутшăнтарни, материалсене автоматизациленĕ майпа пĕтĕмлетме хатĕрлени, кăтартусене сарни, пурлăхпа техника енчен тата укçа-тенкĕпе тивĕçтересси çав шутах кĕреççĕ. Çырав 2008 çулхи октябрьте иртет. Вăл - çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти умĕнхи тĕп репетици. Тĕллевĕ - методологи тата йĕркелÿ, автоматизаци технологийĕн, пĕтĕмлетессин ыйтăвĕсене тĕплĕн тишкересси тата черетлĕ çырава ирттерме экономикăпа эффективлăх енчен тĕрĕс çул-йĕр суйласа илесси.