АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакпа – тĕл пулу

22 октября 2008 г.

 

Тăван шкул. Кашни çыншăн çак сăмах çывăх та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нумаях пулмасть çар хĕсметĕнчен Шăхаль каччи, Алеша Чермаков таврăнчĕ. Вăл тăван киле таврăнсанах шкула васканă. Шкулта Алешăна учительсемпе вĕренекенсем кĕтсе илчĕç. Алеша салтакран илемленсе, тĕрекленсе таврăнни савăнтарчĕ вĕсене. Вăл шкула çар тумĕпе килчĕ. Ку тум вара шкулти арçын ачасен куçĕсене те, хĕрачасене те хăй патне туртрĕ. Хĕрачасем Алешăпа тăрса сăн ÿкерттерчĕç. Вăл учительсемпе курса калаçрĕ. Хăй салтак службине ăнăçлă татса яла килни çинчен пĕлтерчĕ. Хăйне вĕрентнĕ учительсене, класс руководительне Н.Скворцована тав сăмахĕ каларĕ. Унтан вăл 6-мĕш класс ачисемпе тĕл пулура пулчĕ. Ачасемпе асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç, унтан ачасене салтак пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, унта кайни хисеплĕ пулнине пĕлтерчĕ. Вăл çар хĕсметĕнче çулталăк çурă пулнă, Хабаровск хулинче службăра тăнă. «Сто отличных караулов» ятлă медале тивĕçнĕ. Çак вăхăтра вăл рядовой званинчен пуçласа сержанта çитнĕ. Салтак пурнăçне çăмăлтарах ирттерме шкулти ОБЖ учителĕ В.Кудряшов пулăшни çинчен каларĕ, ăна питĕ тав турĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Орленок», «Зарница» вăйăсене хутшăнни те хăйне салтакра пулăшнине пĕлтерчĕ. Ачасем Алешăна питĕ нумай ыйтусем пачĕç. Апат çитернинчен пуçласа ытти тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç , пурте интереслентерчĕ вĕсене. Ара хăшĕсем кĕçех хăйсем те салтак ретне тăрĕç. Салтак атти 3 килограмм тесен вара ачасем ахăлтатсах ячĕç. Кашни кун ирхине 1 сехет зарядка тунине пĕлчĕç. Алеша салтакра çулталăк çурă пулса тăван чĕлхене пĕрре те манман, ачасемпе питĕ илемлĕ чăваш чĕлхипе калаçрĕ. Ачасем вăл каланине тимлĕн итлерĕç. Ăна тав турĕç. Асăнмалăх кĕнеке парнелерĕç. Ăна шкула татах та килсе çÿреме сĕнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика