22 октября 2008 г.
Район администрацийĕнче иртнĕ Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвне район пуçлăхĕ-район пуçлăхĕ çумĕнчи хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашĕн председателĕ В.Кириллов, унăн заместителĕсем, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, пайсен начальникĕсемпе секторсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва В.Кириллов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.
Чи малтанах район пуçлăхĕ В.Кириллов тата РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Г.Усков районта пурăнакан икĕ е виçĕ ача çуратнă çемьесене амăшĕн сертификатне пачĕç, ăшшăн саламларĕç. Çак пысăк хисепе Чĕкетури О.Степанова, Вăрмар поселокĕнчи Н.Аптрейкина, Вăтакасри Е.Гавриловапа И.Шакова, Аслă Чакри Э.Николаева, Кивĕ Вăрмарти И.Иванова тивĕçрĕç. Ку савăнăçлă самант ячĕпе вĕсене çавăн пекех Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем саламласа парнесем парса чысларĕç.
Унтан кĕркуннехи - хĕллехи тапхăрта ялсенче пушара хирĕç кĕрешсе шывпа тивĕçтересси çинчен районти Госпожнадзор начальникĕ В.Хованский информаци туса пачĕ. Вăл çакна палăртрĕ: кăçалхи тăрăх уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пушарсем сахалтарах тухнă пулин те, ку вăл лăпланса лармаллине пĕлтермест. Хамăр тимлĕ пулманнипе тата электрооборудовани юсавсăррипе Вăрмар поселокĕнче тата Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче - 4-шар, Тикаш тата Энтрияльпе Кĕтеснер ял тăрăхĕсенче 2-шер пушар алхаснă. Хĕллехи вăхăтра ялсенчи шыв башнисем патне пыракан çула уçса тасатса тăманни пире пысăк чăрмав кÿрет. Шыва таçтан аякран туртарма тивет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку ыйту çине пысăкрах тимлĕх уйăрасчĕ.
Канашлура 2009 çулхи çĕр налукĕн ставкине çирĕплетесси çинчен райадминистрацин çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен сектор заведующийĕ И.Андреева, куçман пурлăх объекчĕсене арендăна памалли йĕркепе райадминистрацин тĕп специалисчĕ А.Кузьмин паллаштарчĕç.
Районта туберкулеза хирĕç кĕрешессине вăйлатас тĕлĕшпе туса ирттерме палăртнă мероприятисем çинчен район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Эсенкулов тухса калаçрĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикин Çĕрпÿри территори управленийĕн ертсе пыракан специалисчĕ Н.Васильева районта 2008-2009 çулсенче грипп тата респираторлă вируслă инфекцие хирĕç кĕрешмелли профилактикăлла мероприятисене вăйлатасси çинчен каласа пачĕ.
«Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятире Раççей Федерацийĕн потребительсен прависене тата санитари законодательствине хÿтĕлес тĕлĕшпе мĕнле пурнăçласа пыни çинчен Роспотребнадзорăн Чăваш Республикин Çĕрпÿри территори управленийĕн ертсе пыракан специалисчĕ О.Кузьмин информаци туса пачĕ.
«Вăрмар пасарĕ» МУП директорĕ Г.Николаев çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма пулни çинчен пĕлтерчĕ.
Сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.