18 октября 2008 г.
Пире, пĕлмен çынсене мĕн вăл суту-илÿ сферинче вăй хураканăн ĕçĕ - тавар виçсе пар та, укçа шутла. Килĕшĕр, чылайăшĕ çапла шутлаççĕ те пулĕ, анчах мĕнле-ши вăл кунĕпе сентре умĕнче тăрса вĕсем ыйтакан япаласене кĕске вăхăтрах виçсе, хакне шутласа парасси. Çав вăхăтрах кашнинпех çемçе кăмăлпа калаçасси; Пурте вара çакна тума пултараймаççĕ. Ку райпо системинче 30 çул, халĕ «Мария» магазинта сутуçă пулса ĕçлекен Зоя Ванифатьевна Иванова (хĕр чухнехи хушамачĕ Михайлова) пирки мар. 1971 çулхи 17-мĕш числора (уйăхĕ пĕлтерĕшлĕ мар, çуралнă кунĕпе те вăл чутах пĕр килмен - 1953 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче кун-çути курнă-çке Зоя Ванифатьевна) Шупашкарти апат-çимĕç тресчĕпе хăйĕн пурнăçне çыхăнтарнă хыççăн апатланупа суту-илÿ системин сферине вăл тек пăрахман. Пурнăçăн ытларах пайĕ Вăрмар тăрăхĕпе çыхăннă унăн: малтан райпо магазинĕсенче, халĕ «Мария» лавккара вăй хурать. Пур çĕрте те вăл тивĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçланă, пурнăçлать те. Эçпепере çуралса ÿснĕ Н.Ивановпа юратса çемье çавăрнă. Ĕçе ачаран тĕплĕ тума юратакансем хăйсем пекех тараватлă та теветлĕ ывăлпа хĕре - Сергейпе Ольгăна çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне пĕрер мăнук парнеленĕ. Сергей Николаевич халĕ Шупашкарти милици шкулĕнче службăра тăрать, аслă пĕлÿ илме ăнтăлать. Ольга Николаевна Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Тутарстанри Нижнекамск хулинчи колледжра директор çумĕ пулса ĕçлет. Пурте пĕрле час-часах пуçтарăнаймаççĕ вĕсем. Анчах ун пек вăхăт килсе тухрĕ пулсан - çемьере чăн-чăн пысăк уяв.