АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлĕмпеле эрехех çын пурнăçне пĕтерет

18 октября 2008 г.

 

Юлашки вăхăтра пирĕн çĕр-шывра ĕçкĕпе иртĕхнине пĕтерес тĕллевпе постановленисемпе указсем пĕрре çеç мар кăларнă. Вĕсем социаллă пурнăçа лайăхлатас тĕлĕшпе патшалăх енчен йышăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ документсем пулса тăраççĕ. Алкоголизма хирĕç палăртнă политикăн яр-уççăн курăнса тăракан уйрăмлăхĕ çакă сăмакун-эрех ĕçсе иртĕхессине хирĕç кĕрешесси вăхăтлăх кампаниллĕ ĕç мар, ăна яланах, пĕр вĕçĕмсĕр, хĕрÿллĕн, çине тăрса, системăллă туса пымалла.

Ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç сарăлнă кĕрешÿ витĕмлĕ пултăр тесен, халăх хушшинчи алкоголизма хирĕçле пропагандăна чăннипех сарса ямалла, ăна ячĕшĕн мар, кирлĕ пек туса пымалла. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ задачăна пурнăçлама вара ку пулăмăн сăлтавĕсене тарăннăн ăнланса илни кирлĕ. Ĕçкĕпе иртĕхнин, алкоголизмăн хамăрăн çĕр-шывăмăрти социаллă пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан енĕсене тĕплĕн пĕлмелле, çапла вара, ку пулăма хирĕç ăнăçлăн кĕрешме пулăшакан çул-йĕрпе меслетсене алла илмелле.

Ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешес ĕçре халăхăн шухăш-кăмăлне шута илни кирлĕ.

Шкулта эрех-сăрана хирĕçле воспитание пĕрремĕш класран пуçласах тытăнмалла. Çав ĕçсене çамрăксене сипетлĕх тĕлĕшĕнчен воспитани парассин пĕр-пĕтĕмĕшле система тесе йышăнмалла. Кашни шкул ачи çитĕннисем эрех-сăра ĕçнĕ кашни тĕслĕхе обществăна хирĕçле тунă хăрушă ĕç вырăнне хутăр.

Эрех-сăрана хирĕçле воспитани çав вăхăтрах ачасен ашшĕ-амăшĕ хушшинче те туса пымалла. Çитĕннĕ çынсенчен чылайăшĕ ачасене эрех таврашĕ кăшт çеç сыптарни сиен кÿмест тесе шутлани вĕсемшĕн кайрантарах ытла та хăрушă пулма пултарнине витĕмлĕн кăтартса памалла.

Эрех-сăрана хирĕçле воспитанин чи юлашки тĕллевĕ - çынсен шухăш-кăмăлĕнче, ăс-хакăлĕнче, кулленхи ĕçĕ-хĕлĕнче сăмакун-эрех таврашне сивлени, чунтан курайманни чи малти вырăнта пулмалла. Çынсене, вĕсен идейăпа сипетлĕх тĕлĕшĕнчи ăс-хакăлне, ĕçне-хĕлне хак панă чухне çав пахалăха чи малтан шута илмелле.

Эрех-сăра час-часах ĕçкеленин, ĕçкĕпе иртĕхнин калама çук хăрушă инкекĕсене, çак чирпе чирленĕ çынсен психологине, чун-чĕре палăрăмĕсене уçса кăтартма илемлĕ литературăпа сăрă ăсталăхĕн чаплă произведенийĕсем пулăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе витĕмлĕ тĕслĕх нумай илсе кăтартма пулать. С.Есенинăн «Хура этем», Д.Лондонăн «Джон-урпа пĕрчи», Ахто Левинăн «Хăйĕн мĕлкинчен хăраса тарни», В.Липатовăн «Сăрă шăши», В.Распутинăн «Пултараймастăп», В.Шукшинăн «Ирхине вăранса кайсан», Ю.Казаковăн «Çăмăл пурнăç» калавĕсем, А.Кимăн «Сухан уйĕ» повеçĕ тата ыттисем - воспитани ĕçĕнче калама çук пысăк усă кÿрекен произведенисем.

В.Липатовăн «Сăрă шăши» произведенийĕ - çынсене трагедине илемлĕх мелĕсемпе питех те витĕмлĕн уçса кăтартакан япала. Унта тăватă çывăх юлташ хăйсен пурнăçĕнчи пĕр куна - вырсарникуна - епле ирттернине сăнласа кăтартнă. Çав çынсене пĕр япала кăна кăсăклантарать - эрех кĕленчи. Пурте вĕсем юлашкинчен вăраха кайнă алкоголизм чирĕпе тертленеççĕ. Анчах чи хăрушă шăтăка кĕрсе ÿкнĕ çынсенчен пĕри - Семен Баландин нумаях пулмасть завод директорĕ пулнă-çке-ха. Акă мĕн патне илсе çитерет эрех! Автор хăй ăна шелленине пытармасть.

Чăваш писателĕсемпе поэчĕсем те çак усал йăласене (эрех-сăрана, чĕлĕм туртнине) питлесе нумай сăвăсемпе хайлавсем çырнă. Вĕсен шутĕнче А.Галкинăн «Сиплĕ сăмах» кĕнеки, Д.Гордеевăн «Ир такăнсан», Трубина Марфин «Хĕллехи каçсенче» кĕнеки. «Хĕллехи каçсенче» кĕнекере «Хăнара» ятлă калав пур. Кунта ĕçкĕне пула пĕр çемьере калама çук пысăк хуйхă килсе тухать. Ÿсĕр ашшĕпе амăшĕ ĕçкĕрен таврăннă чухне пĕчĕк ачине çуна çинчен ÿкерсе хăвараççĕ, ача шăнса вилет. Акă мĕн патне илсе çитерме пултарать çак сиенлĕ йăла.

Ĕçкĕпе иртĕхнине сивлесе тĕнчери ăслă çынсем çапла каланă:

«Ĕçкĕпе иртĕхни - харпăр хăй ирĕкĕпе ухмаха ерни» (Гиппократ).

«Ĕçкĕпе иртĕхекен çынсенчен çавăн пек çынсемех çуралаççĕ» (Плутарх).

«Уявсенче эпир эрех черккине ыттисем сывă пулччăр, нумай пурăнччăр тесе ĕçе-ĕçе паратпăр, çавăнпа пĕрлех хамăр сывлăха чакарса пыратпăр». К.Джером.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика