АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАÇАТ ПУХХИ ПАРНЕ ПУЛТĂР

18 октября 2008 г.

 

П.Михайлов çуллахи вăхăтра хуларан яла килет. Платник ĕçне питĕ ăста та, кам мĕн тутармасть-ши ăна? Ватă карчăксем пуртă, кĕреçе аври ларттараççĕ, çава шаккаттараççĕ, хăйраттараççĕ. Укçине те илмест вăл, черккине те ыйтмасть. Акă пĕр хĕрарăм ăна валли «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çулталăкри подшивкине илсе килнĕ. Юратать та-ха вăл хаçат-журнал вулама, çавăнпа та çак парнешĕн питĕ савăнчĕ вăл.

Пĕррехинче, калаçса ларнă май, çапла каларĕ: «Мĕнле хаçат вуламан пулĕ эпĕ. Совет саманинче пĕр çулхине 30 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнтăм. Хаçатри интереслĕ материалсене пуçтарсах хуратăп. Кĕнекесенче тупма йывăртарах, хаçатра вĕсене шыраса тупма çăмăл. Ан ÿркен кăна, пăхса тухса çеç пыр. Мĕнле кăна ăс памаççĕ материалсенче вăл е ку авторсем. Çавăнпа та хаçат çырăнакансене çакна каласшăн - кашни номерех пуçтарса, çĕлесе пырăр. Кирлĕ чухне темле материал та тупма пулать. Хаçат пуххине интересленекен çынна та пама пулать».

Мĕн калăн, питĕ тĕрĕс сăмахсем, хаçатра кулленхи пурнăç сăнланса юлать-çке.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика