АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттер туянма, çурт хăпартма

18 октября 2008 г.

 

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ĕмĕтленекенсенчен нумайăшĕ çак ыйту хуравне пĕлесшĕн: социаллă ипотека тата «Çамрăк çемье» программăсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

Çăмăллăхлă ипотека кредичĕ (6 процентлă) валли ятарлă Йĕркепе (ăна ЧР Министрсен Кабинечĕ 2000 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче йышăннă) килĕшÿллĕн Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çак кредита вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче черетре тăракансем çеç илме пултараççĕ. Ипотека кредичĕпе усă курма ирĕк пур граждансен списокне вĕсен заявленийĕсене тĕпе хурса район администрацийĕ хатĕрлет. Хваттерĕн е çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ икĕ çынлă çемьешĕн 42 тăваткал метрпа танлашмалла, пĕр çын çеç пулсан - 33 тăваткал метр. Çемьере 3 е ытларах çын пулсан кашнин пуçне 18 тăваткал метртан кая мар тивмелле. Ипотека кредитне 15 çуллăха 6 процентпа параççĕ.

Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программăна 35 çултан иртмен мăшăрсем, хăйсем пурăнакан вырăнта черетре тăракансем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен ача пуррипе çукки пĕлтерĕшлĕ мар. Çак çамрăк çемьесене хваттер туянма е çурт лартма, пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕн парăмĕн пĕр пайне саплаштарма субсиди параççĕ: ачасăррисене - çуртăн е хваттерĕн вăтам хакĕн 35 проценчĕ чухлĕ (30 процентне - федераци, 5 процентран кая мар - регион тата вырăнти бюджетсенчен), пĕр е ытларах ачаллисене - 40 процент чухлĕ ( 30 проценчĕ - федераци, 10 процентран кая мар - регион тата вырăнти бюджетсенчен).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика