18 октября 2008 г.
Çулсене пурнăç артерийĕ теççĕ. Тивĕçлĕ çул-йĕр пулмасан нимĕнле инфраструктура та аталанмасть. Пирĕн район республикăн автоçул тумалли программине вĕçленĕпе пĕрех. Хальхи вăхăтра пур ял та район центрĕпе хытă сийлĕ çулпа çыхăнать. Пирĕн районта пурĕ 199,6 километр çул-йĕр шутланать, вĕсенчен республика пĕлтерĕшлисем - 48,7 километр . Кăçалхи 9 уйăхра 8,5 километр паха çул хывнă тата хута янă. Çак ĕçсене пурнăçлама 60 миллион тенкĕ тăкакланă. Çул-йĕр хывас ĕçре «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн, «Дорстрой», «Минстрой», «Волгостроймонтаж» тулли мар яваплă обществăсен, «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Канаш территори производство участокĕн ĕçченĕсем хастар пулчĕç. Вĕсем вара хăйсен пархатарлă ĕçĕпе кашни яла район центрĕпе çыхăнтарма тăрăшрĕç.
Кăçал октябрь уйăхĕ тĕлне «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем «Çĕнĕ Вĕренер - Шăхаль - Тикаш - Хĕрлĕçыр» автоçулăн Кĕçĕн Шăхаль патне 2,27 километр (21360,201 пин тенкĕлĕх), «Вăрмар - Тикаш - Аслă Кайпĕç - Хĕрлĕçыр» Тикаш тавра 1,777 километр, «Энĕш - Атайкасси - Хуруй - Атнаш» автоçулăн Атнаш ялĕ патне 2,2 километр (20,8 миллион тенкĕлĕх) çул хывнă. «Энтрияль - Пăртас - Шăплат» автоçула 2,245 километр тăршшĕ реконструкциленĕ. Палăртма кăмăллă: ку предприятинче тăрăшса вăй хуракансем ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Тепĕр майлă каласан аякри ялсем те çывăхланчĕç.
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указа «Дорстрой» тулли мар яваплă общество тĕллевлĕ пурнăçлать. Çак общество ĕçченĕсем кăçал «Кавал - Пăвакасси - Çиçтĕпе - Чăрăшçырма» автоçул хывассипе (пурĕ 3,4 километр) тăрăшса вăй хучĕç. Ку ĕçсене пурнăçлама пурĕ 32554,327 пин тенкĕ хывнă.
«Çÿлти Кинчер - Вăтакас» автоçула тăвассипе «Волгостроймонтаж» тулли мар яваплă общество ĕçлет. Кунта пурĕ 1,972 километр паха çул хывмалла. Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 22474, 719 пин тенкĕ уйăрнă.
«Атайкасси - Энĕшпуç» переезд таран ( 0,7 километр) автоçула хывассипе «Минстрой» тулли мар яваплă общество тăрăшать.
«Урнар -Саруй» Канаш районĕн чикки таран автоçула хывассипе «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Канаш территори производство участокĕн ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Ăна тума пурĕ 29630,8 пин тенкĕ палăртнă.
Аслă Чак шкулĕ патне çул хывассипе «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществи ĕçлет. Вĕсен пурĕ 400 метр хывмалла. Çак ĕçсем валли 3990,374 пин тенкĕ уйăрнă.
Республикăра, çавна май ялсенче те çул-йĕр тăвас ĕç пысăк çитĕнÿсемпе пырать. РФ Президенчĕ Д.Медведев, Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров та çул-йĕр комплексне аталантарас ĕçре çĕнĕ тĕллевсем лартаççĕ. Çĕр-шыв экономики аталанать, груз турттарасси ÿсет. Апла пулсан пысăк хуласен çывăхĕнче кăна мар, аякри ялсене те - вăл вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ - ку чухнехи çулсем кирлĕ.
Трассăсене туса пынипе пĕрлех Президент Патшалăх Канашне янă Çырура тепĕр тĕллев те палăртнă, вăл - çул юсассине хăвăртлатасси. Ку енĕпе «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Кăçал вĕсем «Вăрмар - Вăрмар тăкăрлăкĕ», поселокри автоçулсене юсассипе чылай тăрăшнă.
ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна, çак ĕçе 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртнă. Çавна май ялсене хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарса пĕтерни çеç çителĕксĕр, ялсен хушшинче те асфальт сармалла. Ку енĕпе ял тăрăхĕсен проект тутармалла.
Пĕтĕмĕшле каласан çул ĕçченĕсем валли ĕç çителĕклĕ, мĕншĕн тесен республикăра «2006 - 2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта автомобиль çулĕсене çĕнетесси тата аталантарасси» нумай çуллăх программа йышăннă.