18 октября 2008 г.
Виçĕ çула яхăн ĕçлет пирĕн районта «Россельхозбанкăн» хушма офисĕ. Официаллă йĕркепе ăна 2007 çулхи октябрь уйăхĕн вĕçĕнче уçрăмăр. Ку ахальтен пулман ĕнтĕ, шанчăка тÿрре кăларнипе. «Россельхозбанк» акционерлă уçă обществăн Чăваш регион филиалĕн Вăрмарти хушма офисне уçма ЧР Президенчĕ Н.Федоров та килнĕччĕ. Унтанпа вăхăт нумаях та иртмерĕ-ха, эпир вара кашни кун мĕн те пулин çĕннине пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатпăр. Уйрăм хушма хуçалăхра ĕçлекенсене çăмăллăхлă кредитсем панисĕр пуçне ял хуçалăх потребителĕсен кредитне (СПССК) илме пулать. Çавăн пекех ялсенче пурăнакансем кам кил-çуртне юсасшăн, кам урай-мачча, чÿречесемпе алăксене çĕнетесшĕн тата ытти те - вĕсем 17 процентлă кредит илме пултараççĕ. Килсе тухакан йывăрлăхсене татса пама тесе 19 процентлă кредита та 5 çуллăха паратпăр. Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ, акă сентябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа электронлă майпа тĕрлĕ вырăнтан кирлĕ çĕре укçа-тенкĕ те куçарма пулать, ку системăна «Вестерн Юнион» теççĕ. Меллĕ те шанчăклă системăпа пурте усă курма пултараççĕ. Пирĕн банкра тĕрлĕрен вкладсем те йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен: «Пенсионный люкс», «Кубышка», «Срочный», «Пенсионный», «АгроХит», кĕçех «АгроДар» ĕçлеме тытăнĕ. Çапла вара эпир халăх шанăçне тÿрре кăларма тăрăшатпăр.