18 октября 2008 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни уйăхрах районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Ăна ирттерме республикăра тĕрлĕ сферăра вăй хуракан представительсем килеççĕ. Ку хутĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика, сывлăх, физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ О.Зайцева, Федераллă управленин куçман объект кадастрĕн агентствин Чăваш Республикинчи управлени руководителĕ В.Егоров, «Чувашрессовпроф» Чăваш Республикин профсоюзсен пĕрлештернĕ организацийĕн председателĕн заместителĕ Г.Германова, «Чăваш патшалăх ăслăлăх наукисен институчĕ» наукăсен патшалăх учрежденийĕн директорĕ В.Григорьев, Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Республикинчи РОСТО (ДОСААФ)организаци Канашĕн председателĕн заместителĕ С.Шалагинов, Чăваш телевиденийĕн корреспонденчĕ М.Мареева çитнĕ.
Вĕсем чи малтанах район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа тĕл пулса кĕскен районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллашнă. Унтан виçĕ ушкăна пайланса Чупай, Тикаш, Шăхаль ял тăрăхĕсенче пулса кунта пурăнакансемпе тĕл пулнă.
ЧУПАЙ. Райадминистрацин организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ертсе пыракан ушкăн Чупай ял тăрăхне çитсе чи малтанах ял тăрăх пуçлăхĕпе Е.Вавиловапа тĕл пулчĕ. Ку ял тăрăхĕнче 1078 çын пурăнать. Культура çурчĕ, библиотека, ача сачĕ, ялти шкул, райпо лавкки 2 тата чиркÿ пур. Уйрăм çынсем 3 лавкка тытаççĕ. Ку территоринче усăсăр выртакан пĕр çĕр лаптăкĕ те çук. Вĕсене «Агрофирма «Арабоси» тулли мар яваплă общество арендăна илсе акса-лартса туса илет. Информаци кунне килнĕ яваплă çынсем пур çĕре те çитсе курчĕç, çивĕч ыйтусене татса пама пулчĕç. Çавăнпа пĕрлех информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕпе - республикăн çитес çулхи бюджечĕпе тата 2010-2011 çулсенчи бюджет планĕсемпе паллаштарчĕç. Бюджет тата халăх пурнăçне лайăхлатасси тавра пычĕ калаçу. Çавăн пекех ялти Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем тумалли пирки те чарăнса тăчĕç.
ТИКАШ. Район пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх тата экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров ертсе пыракан ушкăн чи малтанах ял тăрăх администрацийĕнче пулса кунта ĕçлекенсемпе тата Тикашра, Хĕрлĕçырта пурăнакан çынсемпе тĕл пулчĕ. Граждансем ытларах «Хĕрлĕçыр - Тикаш - Вăрмар» автоçул пирки сăмах тапратрĕç. Куçман пурлăх тата вĕсене регистрацилемелли йĕркепе, пенси ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, кун йĕркинчи тĕп ыйтусемпе паллаштарчĕç граждансене ятарласа килнĕ делегаци членĕсем, нумай ыйтусем çине хуравсем пачĕç.
ШĂХАЛЬ. Ку ял тăрăхĕнче район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Вĕсем ял тăрăх администрацийĕнче, шкулта, ача садĕнче пулчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа паллаштарчĕç. Çавăн пекех ачасене çамрăкранах çарпа патриотизмла воспитани парасси тата вĕсене пурнăçра кирлĕ професси суйласа илме пулăшасси пирки калаçрĕç. Чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ çинче те чарăнса тăчĕç. Республикăри тата хамăр районти социаллă-экономикăллă аталанăвĕ, çавăн пекех район юлашки çулсенче палăрмалла çитĕнÿсем туни çинче чарăнса тăчĕç. Шăхальсем тата ытти тĕрлĕ ыйтусемпе те интересленчĕç.