АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, пултаруллисене чысларĕç

15 октября 2008 г.

 

«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче Ял хуçалăх тата продукцие тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне анлăн паллă турĕç. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, Горький чукун çулăн Хусанти уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Васин, чукун çулăн Хусанти уйрăмĕн профсоюз организацийĕн председателĕн заместителĕ В.Мартынов, специалисчĕ С.Кондратьева хутшăнчĕç. Пухура фабрика директорĕ Н.Петров доклад туса пачĕ, уяв ячĕпе саламланă май, вунă уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

- Çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлетпĕр. Кăçал пурĕ 4672 тонна тĕш тырă туса илтĕмĕр. Кашни гектартан - 32 центнер. Хăш-пĕр культурăсем гектартан 40-50, 38 центнер тухăç панă пулсан, хăшĕсем вара 18-22 гектар çеç. Çавăнпа пирĕн тухăçа ÿстерес пирки пур резервсене те ĕçе кĕртмелле.

Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров вара тĕш тырă туса илессине çулталăкра 1 миллион тоннăна çитерме палăртнă. Пурте çине тăрса тăрăшса ĕçлесен ăна пурнăçлама пулатех. Юлашки çулсенче çĕнĕ техника нумай туянатпăр. Вĕсемпе пирĕн тухăçлă усă курмалла. «Нива» комбайнпа 5-6 çул усă куратпăр. Механизаторсем ăна тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Кăçал вара «ACROS-530» комбайнпа В.Яковлевпа Д.Войков механизаторсем пурĕ 15550 центнер тырă вырса çапрĕç, районти механизаторсен хушшинчи ăмăртура чи мала тухрĕç. «Енисей-950» «хир карапĕпе» ĕçлекен пиччĕшĕпе шăллĕ Владимирпа Валерий Алексеевсен те кăтартăвĕсем пысăк.

Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕр тыррисене 720 гектар çине пысăк тухăç паракан кондициллĕ вăрлăхсем акса хăвартăмăр.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿсем курăмлă. Пурĕ 3 миллион штук ытла çăмарта туса илтĕмĕр. Пирĕн тĕллев - ăна 4 миллион штука çитересси. Кайăк-кĕшĕке витаминлă курăк çăнăхĕсĕр аталантарма май çук. Çавна шута илсе çак паха апата кăçал 340 тонна хатĕрлерĕмĕр. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çакă чылай ытларах. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх валли утă тата сенаж кирлĕ чухлĕ пур.

Пур çĕрте те çине тăрса, тăрăшса ĕçлесен тупăш ытларах илме майсем пур. Кăçал пурĕ 5 миллион та 100 пин тенкĕлĕх тупăш илтĕмĕр. Ку цифрăна татах та ÿстерсе пыма пур резервсемпе те туллин усă курмалла. Çитес çулăн виççĕмĕш кварталĕнче фабрикăна приватизацилеме палăртнă. Апла пулсан пирĕн татах та тупăшлăрах ĕçлемелле, - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Николай Петрович. Унтан вăл производствăра ырă тĕслĕх кăтартакансене грамотăсемпе наградăларĕ, премисем парса хавхалантарчĕ.

Пухура фабрикăри профсоюз комитечĕн председателĕ Г.Петров отчет туса пачĕ.

Район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров фабрика ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, районти ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, район пуçлăхĕ ячĕпе производствăра уйрăмах палăрнисене грамотăсемпе наградăларĕç, Тав хучĕсем пачĕ.

Пухура çавăн пекех Горький чукун çулăн Хусанти уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Васин тата райпрофком председателĕн заместителĕ В.Мартынов тухса калаçрĕç, уяв ячĕпе саламларĕç, производствăра малта пыракансене грамотăсемпе наградăларĕç, парнесем пачĕç. Фабрикăна ăнăçлă ертсе пынăшăн тата ăна аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн кайăк-кĕшĕк фабрикин директорне Н.Петрова тата профком председательне Г.Петрова хаклă парнесем парса чыс турĕç.

Г.Михайлов ветеран хăйĕн сăмахĕнче фабрика ĕçченĕсем тунă çитĕнÿсемпе вĕсемпе пĕрлех савăнни çинчен пĕлтерчĕ, малашне ĕçре татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Юлашкинчен Шупашкартан килнĕ артистсем концерт лартса пачĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика