15 октября 2008 г.
«2008 çула Чăваш Енре Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Вăл ырă йăласене çирĕплетме май парать...», - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Кăçал районти шкулсен коллективĕсем хушшинче те ырă ĕçсем сахал мар туса ирттереççĕ. Тинтерех кăна-ха Учитель кунне халалласа кăçал хута янă Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн спорт залĕнче учительсен командисем хушшинче ăмăртусем пулса иртрĕç. Ăна райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тата вĕрентÿпе наука ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ йĕркелерĕç. Çакна палăртма кăмăллă: учительсен хушшинче волейболла выляса тата йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăртусем ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Паянхи мероприятин тĕллевĕ - педагогсем хушшинче физкультурăпа спорта аталантарасси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, вăйлă участниксемпе коллективсене тупса палăртасси. Командăра 5 çын (3 хĕрарăм, 2 арçын).
Акă ăмăртăва хутшăнакансем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Никитин учительсем ăмăртăва пуçлама хатĕрри çинчен район пуçлăхĕн заместительне, вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн начальникне Ю.Соколов рапорт парать. Кашнин пит-куçĕнчех савăнăç палăрать. Çапла пулмасăр, кун пек интереслĕ тупăшăва халиччен йĕркелемен-çке-ха. Çавăнпа ĕнтĕ кашни шкултанах команда тăратнă. Вăл çеç-и? Хăйсемшĕн «чирлекенсене» те пĕрлех илсе килнĕ.
Юрий Васильевич ăмăртăва хутшăнакансене Учитель кунĕ ячĕпе саламлать, ĕçре тата спортра ăнăçусем сунать. Унтан вăл иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен спартакиадинче вăтам шкулсем хушшинче çĕнтернĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкула район пуçлăхĕн куçса çÿрекен кубокне парать. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен кубока Кĕтеснер шкулĕ тивĕçет.
Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Пысăк залра харăсах темиçе тĕлте тупăшаççĕ. Программăра: дартс енĕпе тĕл персе лектересси, вырăнтан тăршшĕне сикесси, баскетбол мечĕкне ункăна кĕртесси, турник çинче туртăнасси (арçынсем), алă çинче çĕкленесси (хĕрарăмсем), комбинациллĕ эстафета. Ăмăртусем питех те çивĕч иртрĕç, кашниех хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне пачĕ. Акă, итогсем те паллă ĕнтĕ. Камсем пулчĕç-ха чи хастаррисем? Çивĕч кĕрешÿре дартс енĕпе тĕл персе лектерессипе, 16-шар очко пухса, Г.Федоровапа (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) Л.Вотякова (Мăнçырма) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. А.Григорьев (Энтрияль) иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Вырăнтан тăршшĕне сикессипе хĕрарăмсенчен Т.Павлова (районти вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн методика пайĕн заведующийĕ) çĕнтерчĕ. Унăн кăтартăвĕ 1 метр та 82 сантиметр. Арçынсенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене В.Боредский (Пинер), А.Викторов (Кĕтеснер) пайларĕç, 2 метр та 50 сантиметр сикме пултарчĕç. Баскетбол мечĕкне ункăна кĕртессипе М.Степанов (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) чи пултарулли пулчĕ. Турник çинче 25 хут туртăнса А.Петров (Пинер) мала тухрĕ. Алă çинче çĕкленессипе В.Васильевана (Тикаш) çитекенни пулмарĕ. Комбинациллĕ эстафета уйрăмах интереслĕ те кулăшла пулчĕ. Кунта хутшăнакансен баскетбол мечĕкне икĕ ура хушшине хĕстере чупмалла, баскетбол мечĕкĕпе чупса ăна ункăна кĕртмелле тата икĕ урана михĕ тăхăнтарса чупмалла.
Ăмăртусен пĕтĕмĕшле итогĕсемпе, чи нумай очко пухса, пĕрремĕш вырăна тата асăнмалăх кубока Пинер шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Кĕлкешсен команди - иккĕмĕш, Тикашсен виççĕмĕш вырăнсенче. Вĕсем те асăнмалăх кубоксене тивĕçрĕç. Спорт залĕн хуçисем - Пысăк Енккассинчи вăтам шкул команди «çĕнтерÿ патне туртăнакансем» номинацире палăрчĕ. Хĕвеллĕ те лăпкă çав кун ăмăртăва хутшăнакансемшĕн чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ. Учительсем вĕренÿре кăна мар, спортра та хастар пулнине çирĕплетсе пачĕç. Ăмăртусем вĕçленсен профсоюз райкомĕ шкул столовăйĕнче тупăшăва хутшăннисене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕ.