15 октября 2008 г.
Велоскросра чупса республикăра мала тухассишĕн иртекен ăмăртăва тата чемпионата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Патăрьел, Çĕмĕрле, Муркаш тата пирĕн район спортсменĕсем, пурĕ 5 команда, 100 ытла чи пултаруллă спортсмен хутшăннă.
Акă, велосипедистсем пĕр ретне йĕркеленсе тăнă. Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи С.Архипов спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен район пуçлăхĕн заместительне - вĕрентÿ тата çамрăксен полииткин пайĕн начальникне Ю.Соколова рапорт парать.
- Вăрмар çĕрĕ сире яланах хапăл туса кĕтсе илет. Пирĕн районтан чапа тухнă спортсменсем сахал мар. Кăçал Пекинра иртнĕ çуллахи XXIX Олипм вăййисене пирĕн районтан кăна тăватă чи пултаруллă спортсмен хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Раççей спорт мастерĕ В.Андреева велосипедист. Чăннипех те мухтава тивĕçлĕ вĕсем. Çавсен çитĕнĕвĕсем сире çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантармалла. Сире пурне те ăшшăн саламлатăп, ăнăçусем сунатăп, - тет Юрий Васильевич.
Унтан Çĕнĕ Шулханта çуралса ÿснĕ, Мăнçырмари вăтам шкулта вĕреннĕ, Пекинри Олимпиадăна хутшăннă В.Андреева сăмах илет. Тĕнчипе чапа тухнă пултаруллă спортсменка ăмăртăва хутшăнакансене спорта юратма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса çитĕнÿсен çулĕпе пĕр такăнмасăр утма ăнăçусем сунчĕ.
Ăмăрту ялавне çĕклеççĕ, Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрать.
Савăнăçлă самант хыççăн велосипедистсем Ара юхан-шывĕ хĕрринчи вырăна çул тытаççĕ.
Акă, ăмăртусем пуçланаççĕ. Старта чи малтанах 1997-1998 çулсенче çуралнă арçын ачасем тухаççĕ. Вĕсен 20 минут чупмалла. Пирĕн район командинчи С.Сергеевпа Д.Белов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсем йышăнаççĕ.
1995-1996 çулсенче çуралнисем хушшинче Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) виççĕмĕш вырăна тухать.
1993-1994 çулсенчи хĕр ачасенчен О.Иванова (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕш пулать. Çак çулсенчи арçынсем 35 минут чупаççĕ. Пирĕн И.Ильин виççĕмĕш вырăна çĕнсе илет.
1991-1992 çулсенчи юниоркăсен ушкăнĕнче А.Семенова тата арçын ачасенчен К.Петруков - пĕрремĕш, И.Тимофеев иккĕмĕш вырăнсене йышăнаççĕ.
1990 тата унтан та аслăрах ушкăнри хĕрарăмсем 45 минут чупаççĕ. Раççей спорт мастерĕ Е.Павлова (Кивĕ Шулхан) иккĕмĕш вырăна çĕнсе илет.
Çак çулсенчи арçынсем 1 сехет хушши чупаççĕ. Малти призлă вырăнсене пурне те пирĕн район спортсменĕсем, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен спорт мастерĕ Е.Крылов, спорт мастерĕн кандидачĕ А.Степанов тата А.Саминов çĕнсе илеççĕ.
Мала тухнă спортсменсене дипломсемпе наградăларĕç, призсем пачĕç.