АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕмĕрне вĕрентÿ ĕçне халалланă

15 октября 2008 г.

Кашни çын хăй вырăнĕнче тÿрĕ чунпа ĕçлесен, çитĕнÿ пуласса пирĕнтен кашниех пĕлет. Пур чухне те тава тивĕçлĕ маттур çынсем пирки пĕлсех те пĕтерейместпĕр. Кашни çыннăн кун-çулĕ - уйрăм истори. Акă Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта чылай çул пуçламăш классене вĕрентекен Юлия Михайловна Лаврентьевана илер-ха. Ачасене вĕрентекен çеç мар вăл, вĕсен чи çывăх юлташĕ те. «Ачасене питĕ юратнăран ялта 8 класс пĕтернĕ хыççăнах Канашри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм», - каласа парать Ю.Лаврентьева. Юлия Михайловна Чупай ялĕнче 1951 çулта çуралнă. Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Пĕчĕклех пурнăç йывăрлăхĕсене тÿссе ирттерме тивнĕ ăна. Анчах вĕсем пĕрре те пуçа усман, шав малаллах ăнтăлнă. 1970 çулта педучилищĕрен вĕренсе тухса алла диплом илсен хамăр районах таврăнать. Энтриялĕнчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентме пуçлать. 3 çул тăрăшса вăй хурать вăл кунта. 1973 çулта Василий Петрович Лаврентьевпа çемье чăмăртаççĕ. Вĕсем икĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Икĕ ывăлĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. 1973 çулта Юлия Михайловна Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентме тытăнать. 38 çул вăл Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта пулас ăрăва пахалăхлă пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас, çĕр-шыва юрăхлă граждансем çитĕнтерес тесе ырми-канми тăрăшать. 38 çул педагогика ĕçĕнче вăй хунă май, 300-е яхăн ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма пулăшнă. Ку вара пĕрре те сахал мар. Халĕ те вăл хăй юратнă профессипех тăрăшать. Кĕçĕн классемпе пĕр чĕлхе тупнă руководителĕн тĕрлĕ ыйтусемпе сăмах хускатма тивет. Унпа пĕрлех Ю.Лаврентьева патĕнче вĕреннĕ аслă ăрурисем те ăçта вĕренме каясси пирки тата ытти хумхантаракан ыйтусемпе канашсем ыйтаççĕ. Вăл вĕрентсе кăларнисем хушшинче паян паллă педагогсем, врачсем, строительсем тата ытти тĕрлĕ профессие алла илнĕ çынсем чылай. Ĕçне кура - хисепĕ, тетпĕр. «Ĕçри хастарлăхшăн» медале, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. «Вĕрентекен - методист» сумлă ят та панă ăна. «Чăннипех те, педагогăн ачасене юратни çеç çителĕксĕр, хăвна итлеттерме, вĕсене тарăн пĕлÿ пама пултармалла», - тет Юлия Михайловна ачасен тетрачĕсене тĕрĕсленĕ май. Уроксем хыççăн та вăл киле васкамасть, вĕренекенсене çитес уроксене тĕплĕн хатĕрленме пулăшать. Районти тĕрлĕ ялсенчен çÿреççĕ ку шкула. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене уроксем хыççăн килсе илмесĕр те ĕçрен пушанмасть. Пĕтĕмĕшле каласан, учитель класри ачасене тÿрĕ кăмăлпа, урока илĕртÿллĕ ирттернипе, ачасене предмет патне туртăнма пулăшнипе палăрать. Ку вара Ю. Лаврентьева вĕрентекенĕн çителĕклех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика