15 октября 2008 г.
Раççейре çул-йĕр ыйтăвĕ тахçантанпах çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн çак ĕç кал-кал пырать. Çулталăк вĕçлениччен Вăрмар район территоринче ялсене çыхăнтаракан хытă сийлĕ тепĕр темиçе çула хута ямалла. Ял хушшинчи çулсене йĕркене кĕртес енĕпе те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Акă Кивĕ Вăрмарта ял тăрăхĕн администрацийĕ (пуçлăхĕ Г.Эверсков) йĕркеленипе Ленин урамне, Аслă Отечествăлла вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умне вак чул сарса тирпей-илем кĕртрĕç.
Кивĕ Вăрмарта пурăнакансен чунне ыраттаракан тепĕр пысăк ыйту - ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕлĕнчен район центрне каякан çул. Ванса пĕтнĕ çулпа автомашинăсем кăна мар, çуран çÿрекенсем те аран иртсе çÿреççĕ. Ял халăхĕ çак ыйтăва та татса парасса шанса тăрать.