АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă çын ыррине кăна сунать

15 октября 2008 г.

 

Учительсен кунĕ иртсе те кайрĕ, çак паллă куна халалласа Чулкасри 9-мĕш класра вĕренекен ачасен интереслĕ тĕл пулăвĕ иртрĕ. Ачасемпе Чулкасри ватă, сумлă учительсем тĕл пулса калаçрĕç: Марфа Егоровна Родионова тата Лидия Ильинична Иванова. Вĕсем ялти тата юнашар ялсенчи шкулсенче вăрçă хыççăнхи вăхăтра ачасене нумай çул хушши вĕрентнĕ. Хальхи шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсене, аслашшĕ - асламăшне те вĕрентнĕ вĕсем.

М.Родионова (1922 çулта çуралнă) хăйĕн аса илĕвĕнче Чулкас ял, шкул историйĕ çинчен калаçрĕ. Л.Иванова (1919 çулта çуралнă) вăрçă, вăрçă хыççăнхи вăхăтсене аса илчĕ. «Нумай çул иртрĕ пулсан та хамăр вĕрентнĕ ачасене манмастпăр. Вĕсем те пире манмаççĕ. Тĕл пулсан ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Эсир, ачасем, питĕ телейлĕ. Сирĕн вĕренме пĕтĕм майсем пур, çавăнпа та сире тăрăшса вĕренсе ăслă çын пулма сунатпăр», - терĕç юлашкинчен ăшшăн М.Егоровапа Л.Иванова вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика