АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă хуçалăхăн ĕçĕ çителĕклех

11 октября 2008 г.

 

Район хаçачĕн редакцийĕнче иртнĕ тÿрĕ линие Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăн начальникĕ Валерий Александрович Иванов тата «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятийĕн начальникĕ Юрий Ефимович Никитин хутшăнчĕç. Кун йĕркинче: «2008 - 2009 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезон» тĕп тема пулчĕ. Çавна май районта пурăнакансенчен чылайăшне коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă чылай ыйтусем хумхантарчĕç. Редакцие пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăрав хыççăн шăнкăрав килсе тăчĕ. Шăнкăравлакансем хăйсен ыйтăвĕсем çине тĕплĕнрех хурав парасса кĕтрĕç. Хăшĕ-пĕрисем вара редакцие килсе куçа-куçăн курса калаçас терĕç. Хисеплĕ вулаканăм, тÿрĕ линире граждансем панă ыйтусен хуравĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.

Чи пĕрремĕш шăнкăрав Вăрмар поселокĕнче пурăнаканран (ятне, хушаматне, ăçта пурăннине каламарĕ) пулчĕ. Вăл район хаçатĕнче нумаях пулмасть тухнă коммуналлă пулăшушăн тÿлеменнисен списокĕнче 50 пин тенкĕрен иртсе кайнă парăмлă çынсем пирки халĕ мĕнлерех мерăсем йышăннипе кăсăкланчĕ. «Мĕншĕн пирĕн вĕсен парăмĕшĕн ăшăсăр юлмалла?», - терĕ калаçăвне вĕçленĕ май.

Ю. Никитин: Коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлеменни пирĕн предприятие чăннипех те ура хурса пырать. Хăшĕ-пĕрисен парăм 5 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таранах. Вĕсем пирки çирĕп мерăсем йышăнатпăр, парăмсене тÿлеменшĕн суда пама документсем хатĕрлетпĕр. Хальхи вăхăтра парăма кĕнисем пирки 800 пин тенкĕлĕх ĕç суда тăратнă. Коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлеменнине пулах ĕнтĕ çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă обществăна парăм 1 миллион тенкĕ ытла пулнă. Халĕ çак парăма район администраци пулăшнипе татма пултартăмăр.

Коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хваттер хуçисене парăмсене кĕске вăхăтра татма ыйтатăп.

«Ленин урамĕнчи 40-мĕш çуртра пурăнакан шăнкăравларĕ. «Çуртăн çивиттийĕ начар, çавна пула хваттере çумăр каять. Стенасем те кăвакарма пуçларĕç. Çак çурт çумĕнче ÿсекен йывăçа касма май килмест-ши?»

В. Иванов: Федераци шайĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕнче пысăк улшăнусем пыраççĕ. Унта инженери сечĕсене тата çурт-йĕр фондне тытса тăрассине те кĕртнĕ. Çавна май пирĕн общество çитес çулсенче Ленин урамĕнчи 27, 40, 41 çуртсен çивиттисене çĕнĕрен витме палăртнă. Йывăçсем касмалли пирки Вăрмар хула тăрăхĕн администрацине пымалла.

Комаров урамĕнче пурăнакансем çÿп-çап, ăпăр-тапăр пăрахма контейнер кирли çинчен пĕлтерчĕç.

В. Иванов: Ку ыйтупа «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприятине пымалла. Вĕсем ăна татса параççĕ.

Заводская, Ленин урамĕнче пурăнакансем шăнкăравлаççĕ. Вĕсем хваттерсенче хăçан ăшă пырасси пирки интересленчĕç.

Ю. Никитин: Октябрь уйăхĕ пуçламăшĕнче пур хваттерсене, предприятипе организацисене ăшăпа тивĕçтерĕпĕр.

Редакцирен: Чăн та Юрий Ефимович хăйĕн сăмахне тытрĕ. Хальхи вăхăтра предприятисемпе организацисенче, хваттерсенче ăшăпа тивĕçтереççĕ.

Заводская урамĕнчи 41-мĕш çуртра пурăнакан подъезд умĕнче асфальт çукки, çавна пула çумăрлă çанталăкра пылчăк пулни, подъезд алăкĕ начарри çинчен пĕлтерчĕ.

В. Иванов: Кăçал сирĕн çуртăн подъезд умне асфальтлă çул хываймастпăр. Подъезд алăкне вара тÿрлетсе паратпăр.

«Поселокра физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекс хăпартаççĕ. Пирĕн поселокра шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çак комплекса шыв мĕнле майпа çитереççĕ-ши? Поселокра пурăнакансен шыв çитменнипе тертленмелле пулмасть-и?», - теççĕ Заводская урамра пурăнакансем.

В. Иванов: Кун пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Шыв комплекса та, поселокра пурăнакансене те çитĕ.

Тепĕр шăнкăрав. «Крупская урамĕнче колонкăран шыв юхса ларать. Ăна юсама пулмасть-ши? Киров урамне шыв пăрăхĕ туртма пулмасть-ши?», - теççĕ çак урамсенче пурăнакансем.

В. Иванов: Шыв колонкисене юсассипе «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприяти ĕçлет. Вăл çак ыйтăва çитес вăхăтра татса парĕ. Киров урамне те шыв пăрăхĕ туртма пулать.

Путвалсенче çутă çукки те пăшăрхантарать поселокра пурăнакан хăш-пĕр хваттер хуçисене. Ăна кĕртме пулмасть-и? – тесе ыйтаççĕ.

В. Иванов: Ку тĕлĕшпе нимĕнле чăрмав та çук. Харпăр-хăй счетчик урлă кĕртме пулать.

«Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти комбинат» муниципаллă унитарлă предприятин администрацийĕ те ăшă кĕртесси пирки ыйту хускатрĕ.

Ю. Никитин: Кун пирки нимĕнле чăрмав та çук. Кĕске вăхăтра сирĕн предприятине ăшăпа тивĕçтерме пулать.

Пĕтĕмĕшле каласан, икĕ сехет пынă тÿрĕ линире ыйтусем чылай пулчĕç. Поселокра пурăнакансене коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусем çеç мар, çул-йĕр ыйтăвĕсем те самаях пăшăрхантарчĕç. Вĕсене те çитес вăхăтра хуравсем пама тăрăшăпăр.

Юлашкинчен çакна калас килет: çитес çул пирĕн районта Республика кунĕ иртмелле. ЧР Президенчĕ Н. Федоров ăна пирĕн районта ирттерессипе ятарлă Хушу кăларнă. Çавна май поселокра е ялсенче пурăнакансен паянах çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уява хатĕрленме тăрăшмалла. Хула тата ял тăрăхĕсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртмелле. Ăна пурнăçлама вара укçа-тенкĕ уйăрса панине çеç кĕтсе лармалла мар, хамăр енчен те тăрăшулăх кирлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика