11 октября 2008 г.
Çу сисмесĕрех чупса иртсе кайрĕ. Эпир шкул формисем тăхăнтăмăр та хамăр такăрлатнă сукмакпала шкула утма пуçларăмăр. Икĕ хутлă хăтлă çурт пире яланах хаваспа кĕтсе илет.
Шăнкăрав сассине юлашки уроксенчен чăтăмсăр кĕтсе илетпĕр, мĕншĕн тесессĕн уроксем хыççăн пирĕн шкулта тĕрлĕ ĕçсем пуçланаççĕ, кружокне те ĕлкĕрмелле, концертне те хатĕрленмелле... Экскурси тесен вара эпир савăннипе çÿлелле сикрĕмĕр. Акă каллех сар автобус Шупашкар еннелле çул тытрĕ. Шкулта гражданла хÿтлĕх уйăхлăхĕ пырать те, пирĕн Шупашкарти пушар чаçĕн музейне çитсе килмелле. Хамăр класс ертÿçипе И.Николаевапа пĕрле шкул директорĕ Т. Алексеева, педагог-организатор Э.Бормисова, шкул библиотекарĕ В. Алексеева çула тухрăмăр. Музейра пире хаваспах йышăнчĕç. Мĕн çинчен кăна пĕлмерĕмĕр эпир унта; Килнĕ-килнех, Атăл хĕррине анса курас терĕмĕр, унта наци музейне кĕрес шухăшпа утрăмăр. Музей умне çитсен, пирĕн ума хура машина килсе ларчĕ. Унтан Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров тухрĕ. Вăл пире: «Салам, ачасем», - тесе сывлăх сунчĕ.
Эпир тĕлĕннипе ним чĕнеймерĕмĕр, аранах тăна кĕрсе Президента сывлăх сунтăмăр. Вăл пире асăнмалăх сăн ÿкерттерме чĕнсен аптрасах кайрăмăр. Çапах та хамăра алла илсе хаваспах Президент çумне пырса тăтăмăр. Вăл пирĕнтен хăш районтан килнине, мĕнле пурăннине ыйтса пĕлчĕ. Вăрмарсем тесен, 2009 çулта Республика кунĕ сирĕн районта пулать терĕ. Эпир уява ирттерме Вăрмар халăхĕ хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать тесе каларăмăр. Юлашкинчен Президента ĕçĕнче ăнăçусем тума сунса уйрăлтăмăр. Вăл пире вĕренÿре лайăх паллăсем кăна илме сунчĕ.