АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха пăхса ĕçлетпĕр

08 октября 2008 г.

 

КĔСКЕ СПРАВКА. «Росгосстрах» компани темиçе страхлакан ушкăнран тăрать. Вĕсем: «Росгосстрах» акционерсен уçă обществи, 3 регион, 7 регионсем хушшинчи страхлакан компанисем, «РГС-Жизнь» страхлакан компани» тулли мар яваплă общество. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - пурнăçа, пенсие ирĕклĕ майпа, тĕрлĕ инкек-синкекрен, чир-чĕртен страхласси. «РГС–Медицина» тулли мар яваплă общество обязательнăй медицина страховани тăвать. Çак ушкăнсене 3000 яхăн агентство, страхлакан пайсем кĕреççĕ. Росгосстрахра пĕтĕмĕшле 97 пин çын тăрăшса вăй хурать, вĕсенчен агентсем - 60000 яхăн. Ку компанин шанчăклăхне А ++ рейтингпа çирĕплетнĕ. Ку вăл унăн малашлăхĕ пысăк пулнине пĕлтерет.

«Мана Росгосстрахра ĕçлеме килĕшет. Эпир çынсемпе ĕçлетпĕр. Çавна май эпир вĕсен проблемăлла ыйтăвĕсене татса пама пултаратпăр», - тет Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн пуçлăхĕ Ирина Михайловна Алексеева. Ку вара «Росгосстрах» ĕçĕнче чи кирли. Ун пулăшăвĕпе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче усă курма пулать. Енчен те эсир ыранхи малашлăх çинчен паянах шутлатăр пулсан, апла пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр çак компанире страхламалла. Пурнăçа, сывлăха, пурлăха, куçман пурлăха, автомашинăна, бизнеса вăхăтра страхлани пурнăçри йывăрлăхсенчен хăтарать. Анчах та хальхи страхлакан рынокăн пулăшăвĕ нумай енлĕ, çавăнпа та страхлакан çынна тĕрĕс суйлав тума та йывăртарах. Кун пек чухне чылай çул ĕçлекен страхлакан компание суйласа илсен вырăнлăрах пулĕ.

ĂРУСЕН ШАНĂÇĔ

Росгосстрахăн историйĕ пуян, вăл страховани рынокĕнче чылай çул ĕçлет. Вăл 1921 çулта йĕркеленнĕ РСФСР Госстрахăн тĕпкĕчĕ. Апла пулсан асаттесемпе асаннесем, аннесемпе аттесем çак компание шанса ÿснĕ, унăн пулăшăвĕпе усă курнă. - Эпĕ те çак компани клиенчĕ тата ăна ертсе пыраканĕ, - тет Ирина Михайловна ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă май. - Аслă ăрурисенчен чылайăшĕ хăйсен пурлăхне çак компанире страхланă. Вĕсенчен нумайăшĕ паянхи кун та пирĕнпе пĕрле. Вĕсене эпир тав тăватпăр, ун пек çынсемпе эпир чăннипех те мухтанатпăр.

Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăм Росгосстрахăн çĕр пинлĕ коллективĕн пĕр пĕчĕк пайĕ. Пирĕн патăрта страхлакан агент - 43, штатра тăракан сотрудниксем 6 шутланаççĕ. Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусем те курăмлă. Çак вăхăтра предприятисемпе организацисене, халăха 2 миллион та 900 пин тенкĕлĕх страховани пулăшăвĕ кÿнĕ. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 600 пин тенкĕ ытларах, ÿсĕм 126 процентпа танлашнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре Росгосстрах страхованин 130 ытла тĕсĕпе тĕрлĕ операцисем тăвать. Йăлана кĕнĕ страховани тĕсĕсемсĕр пуçне клиентсене кирлĕ, вĕсем ыйтакан страхованин çĕнĕ тĕсĕсене пурнăçа анлăн кĕртсе пырать. Акă пурлăха страхлассипе РОСГОССТРАХ КИЛ, РОСГОССТРАХ ХВАТТЕР программăсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Росгосстрах Бизнес тата Росгосстрах - Бизнес «Суту-илÿ» вăя кĕрсе пыраççĕ. Çакă вара предприятисене, пĕчĕк бизнеса пĕтĕм инкек-синкекрен хÿтлĕх парĕ.

Пирĕн районти пур предприятисемпе организацисем, предпринимательсем «Росгосстрах» полисне илнĕ.

РОСГОССТРАХ: ЧИ КИРЛИ -

ÇЫНСЕН ЫЙТĂВНЕ ТИВĔÇТЕРЕССИ

- Хальхи вăхăтра Росгосстрах Раççей страхлакан рынокĕнче лидерсен шутĕнче. Анчах та чи малтисен шутĕнче тени вăл ĕмĕрте пĕрре паракан награда кăна мар, ăна вара кашни кун ырми-канми ĕçлесе çирĕплетмелле, - тет И. Алексеева пуçлăх. – Рынок пĕр вырăнта тăмасть. Вăл хăвăрт улшăнса, кашнинчех çĕнелсе пырать. Çавна май конкуренци те вăйланать. Кашни кун çанă тавăрса вăй хумасăр çитĕнÿ тăваймастăн паллах. Пирĕн ĕçре чи кирли - страхлакансем хăйсен кашни кунхи ырми-канми ĕçĕпе çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси.

Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмра 30- 40 çул пĕр вырăнта тăрăшакан, хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем вăй хураççĕ. Л.Яковлева, М.Михайлова, Л.Скворцова, Г.Алексеева, Л.Александрова, Т.Андреева, Л.Митрофанова, Г.Васильева А.Иванова, М.Платонова, В.Иванова, З.Дмитриева тата ытти страхлакан агентсенчен кунта ĕçлекен çамрăксен тĕслĕх илмелли кăна юлать, вĕсем паянхи кун хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех Т.Грачева, С.Вавилова, В.Потянова çамрăк специалистсем пирки те пирĕн патĕнче страхлама кăмăл тăвакансем ырăпа калаççĕ. Пирĕн ятпа ырă сăмахсем калани пире татах та пахалăхлă ĕçлеме хавхалантарать.

Паян пирĕнпе тачă çыхăнура ĕçлекен, пирĕн патĕнче страхлама кăмăл тунă «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине, «Арабоси» агрофирмăна, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативне, «Чăваш çăкăр продукчĕ» патшалăх унитарлă предприятине, «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленине, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществине, Çĕрпÿри Перекет банкĕн Вăрмар районĕнчи хушма офисне, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тав сăмахĕ калатăп, - тет И.Алексеева хăйĕн калаçăвне пĕтĕмлетсе.

– Октябрĕн 6-мĕшĕнче Росгосстрах компани 87 çул тултарчĕ. Эпир хамăр компанипе чăннипех те мухтанатпăр, кашни кун хамăрăн пур вăй-хала унăн малашлăхĕшĕн хыватпăр. Росгосстрах компани ячĕпе эпĕ коллегăсене, пирĕн патĕнче страхлама кăмăл тунисене, районти мĕн пур халăха профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, тăнăçлăх, ырă кăмăл, çирĕп вăй-хал сунатăп, - терĕ И. Алексеева юлашкинчен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика