08 октября 2008 г.
Хаçатра ĕçленĕ май районти кашни яла çитсе курнă темелле. Яла пырса кĕрсен куç умне тÿрех çул-йĕр лекет, унтан урамри çынсемпе курса калаçатăн. Акă умра - Кĕлкеш ялĕ, хам каяс çĕрелле утатăп. Мана хирĕç ĕçпе пиçĕхнĕ ветерансем - Еникоида Федоровна Федоровапа Серафима Ивановна Уральская пыраççĕ. Пĕри 39 çул дояркăра, тепри ялти шкулта вырăс чĕлхипе литературине 36 çул вĕрентнĕ. Сăмах май каласан, Серафима Ивановна мана та çак ялти шкулта вĕреннĕ чух пĕр хушă вырăс чĕлхипе вĕрентнĕччĕ. Тен, çавăнпа та-и, пирĕн сăмах çăмхи çăмăллăнах сÿтĕлчĕ. Сывлăх суннă хыççăн хăйсем ялти библиотекăна мĕн çăмăлпа кайнине пĕлтерчĕç. Çак икĕ самаях çулланă ялти хисеплĕ кинемисем тĕслĕх библиотекăна интернетпа паллашма çÿреççĕ иккен. Вĕсен библиотекăра вуламан кĕнеке сахал. Килте çырăнман хăш-пĕр хаçат-журналсемпе паллашаççĕ, пушă вăхăтра вулама кĕнекесем илеççĕ. Библиотекăра вĕсен ыйтăвĕсене Любовь Сергеевна Ильинапа Юлия Вениаминовна Семенова хаваспах тивĕçтереççĕ. Хальхинче эпĕ те вĕсемпе библиотекăна кĕтĕм, ватăсем мĕнпе интересленнипе кăсăклантăм. Чăнахах та интернетпа, Кĕлкеш ялĕнченех тĕрлĕ хыпарсене пĕлме май килнипе интересленчĕç. Вĕсене Л.Ильина библиотекарь тăрăшсах ăнлантарчĕ.
- Ман шутпа интернетпа çыхăну тытни питĕ лайăх-ха, анчах темле пулсан та ачасене кĕнеке юратма, вулама вĕрентмеллех. Ан тив, вĕсем сăвăсене пăхмасăр калама вĕренччĕр, - тет С.Уральская педагогика ветеранĕ.
Л.Ильина библиотекарь те çынсемпе тарават хăй мĕн пĕлнине çынсене вĕрентме тăрăшать. Вăл çак системăра - 18 çул. Ял тăрăхĕнчи ялсене килĕрен çÿреççĕ. Ватăрах çынсене кĕнекесемпе журналсене, хаçатсене вуласа та параççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта тĕрлĕ çулхи çынсем тăтăшах çÿреççĕ. Уроксем хыççăн шкул ачисем те библиотекăна çул тытаççĕ.