08 октября 2008 г.
Чĕкету ялĕнчи Анатолий Николаевичпа Нина Ивановна Сорокинсене таврара пĕлмен çын та çук пулĕ. Çапла, вĕсем ялта ятлă-сумлă çынсем. Мĕн çамрăкранпах ялта ĕçлесе тĕпленсе пурăнаççĕ. Анатолий Николаевич малтан «Россия», унтан «Прогресс» совхозсенче механик, тĕп инженерта ĕçленĕ. Нина Ивановна ялти фермăра - ветеринари ĕçченĕ. Халĕ хисеплĕ мăшăр тивĕçлĕ канура, ачисене килти ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Сорокинсем хăйсен ĕмĕрĕнчи чи кирлĕ тивĕçе пурнăçланă теме пулать: хăтлă та илемлĕ çурт лартнă, вĕсем лартнă йывăçсем тахçанах ÿссе таврана илем кÿреççĕ, пуринчен ытларах вара - ĕçчен те тарават ывăлĕсем ватăсене савăнтараççĕ. Ывăлĕсем тенĕрен Сорокинсен вĕсем иккĕ - Валерий тата Олег, тепĕр хĕрĕ - Светлана. Пинер ялне качча тухнă та унтах пурăнать. Паян сăмах Олег ятлă ывăлĕ пирки пырĕ. Ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те харсăр, пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăмасть. Унăн мăшăрĕ Светлана та килне курах лекнĕ, мăшăрĕнчен пĕр утăм та юлмасть, пур ĕçре те пулăшса пырать. Малтан хулара пурăннăскерсем халĕ ялта ĕçлесе пурăнаççĕ. Пахча тулли вĕлле тытаççĕ Сорокинсем. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çак çамрăк мăшăр çăмăллăхлă кредит илсе пыл хурчĕ ĕрчетме шутланă. Ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ вĕсен, ĕç-пуç майлашăнса кайнă, ан ÿркен кăна. Вĕсем вара ÿркенмеççĕ, пыл хурчĕсем пекех канма пĕлмесĕр ĕçлеççĕ.
- Тавтапуçах патшалăхне, çăмăллăхлă кредит парса пулăшнăшăн. Пирĕн ĕçре вăл çав тери кирлĕ пулчĕ, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçлама пулăшрĕ, - тет Олег Анатольевич. Вĕсем мăшăрĕпе, Светланăпа икĕ ача ÿстереççĕ: хĕрĕ - Юля тăватă çулта, ывăлĕ - Володя 2 çулта кăна-ха. «Ашшĕпе амăшĕ пахчара ĕçленĕ чухне вĕсем хыççăн çÿреме юратаççĕ, тытса чарма çук», - тет асламăшĕ Нина Ивановна, - мăнукĕсем çине ытараймасăр пăхса. Ялти хăш-пĕр çынсем хăйсен ялта пурăнма тÿр килнишĕн пăшăрханса калаçнине пĕрре кăна мар илтнĕ. Сорокинсем вара - апла мар. «Ялта çурт çавăрса пурăннишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Пирĕн ял район центрĕнчен аякра вырнаçнă. Маларахри çулсенче ялтан тухса кĕме çăмăл марччĕ. Халĕ вут хутмастпăр - газ пур, яла çитме асфальтлă çул, кун пеккине тĕлĕкре те тĕлленмен. Пирĕн ялта пĕр çитменлĕх - ĕçмелли паха шыв. Шыв пăрăхĕсене çĕр айне хурса хăварни 43 çул. Вĕсем кивелсе çитнĕ, шыв башни те аран-аран çеç ĕçлекелет. Çамрăксем яла таврăнни савăнтарать», - тет Анатолий Николаевич ĕç ветеранĕ.
Чăн сăмахăн суйи çук, мĕнле пур çапла калаççĕ ял çыннисем. Темле пулсан та çамрăксем яла çĕнетеççех, вĕсенче - малашлăх.