АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмрах пĕрремĕш учитель

04 октября 2008 г.

 

Вĕрентекен тесенех аслă тĕнчен пур илемне, сăнарлăхне пĕрлештерекен хĕвел евĕр çутă та илемлĕ сăнар куç умне ăшшăн тухать. Унра йăлт пур - тĕлĕнмелле çĕпĕçлĕхпе ăшă саспа тăракан савăклăх та, ырă кăмăлпа тараватлăх та, юратнă вĕренекенĕсем кунсерен ăса çирĕп те тарăн пĕлÿ хывччăр тесе çунса тăни те, таса çăл куç евĕр тапса тăракан пултарулăх та, ачаш та çепĕç тĕссен асамлă ялтăрăвĕ те...

Пĕрремĕш учителе вара ĕмĕрне те манас çук. Акă вăл сана анне пекех çепĕççĕн алăран çавăтса класа илсе кĕрет, парта хушшине лартать, пĕчĕк пÿрнесене пĕрле çирĕп тытса сас паллисене тĕрĕс те илемлĕ çырма хăнăхтарать.

Шăплат ялĕнче пуçламăш утăмсене тума, ачасене кĕвĕ-çĕмĕ тĕнчине кĕме пулăшаканĕсем С.Александровăпа Е.Иванова ырă сăмаха тивĕç. Вĕсем иккĕшĕ те çак ĕçре нумай çул хушши ырми-канми кашни ача пысăк пĕлÿллĕ аслă çул çине тăччĕр тесе тăрăшаççĕ.

Нумайăшĕшĕн вĕсен урокĕсем чи юратни те кĕтни пулса тăраççĕ. Пултаруллă вĕрентекенсем ертсе пынипе уроксемсĕр пуçне ачасем валли тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем яланах иртеççĕ.

Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те вĕсене тарават.

Ялта тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне те вĕсем яланах пулăшаççĕ. Часах учительсен кунĕ çитет. Вĕсене çак уяв ячĕпе чун-чĕререн саламласа телей, çирĕп сывлăх, ĕçре малашне те çитĕнÿсем сунас килет. Ачасем: «Ăс панăшăн, çын тунăшăн тавах сире учительсем, тавах!», - теççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика