АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кăтартушăн мар, пĕлÿшĕн тăрăшатăп...»

04 октября 2008 г.

 

«Аристовская Александра Флегонтовна, пенсионерка, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, вĕрентÿ ĕçĕнче 54 çул. Юлашки вунă çул хушшинче ĕлкĕрсе пырайман ачасем пулман... Нумай вăхăт тата тăрăшуллă ĕçленĕшĕн Ленин орденĕпе наградăланă». Çак йĕркесене Чăваш Республикин 1957 çулхи «Хисеп кĕнекинчен» илнĕ.

Акă тата маларахри çулсенче палăртнă шухăшсем:

«... Халăха вĕрентсе çутта кăларас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ пысăк ĕçсем тунăшăн 3 учителе Хисеп грамотисем пачĕç. Вăл шутран Паттири пуçламăш шкул заведующине А.Ф.Аристовская юлташа Чăваш АССР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ятне пани çинчен калакан Хисеплĕ грамота панă...» (1950 ç. Вĕрентекенсен августри канашлăвĕнчи информацирен).

А.Аристовскаяна Патти ялĕнче лайăх астăвакан чылай. Ара, пĕрремĕш хут пĕлÿ тĕнчин алăкне уçса кĕртекене, саспалли паллама вĕрентсе илемлĕ вулама-çырма, математикăн чи ансат - хушас, кăларас, пайлас, хутлас - мелсене хăнăхтаракана епле-ха манăн. Шел, 1927 çул хыççăнхи вăхăтра вулăссене пĕтерсе районсем йĕркеленĕ вăхăтра Çĕрпÿри архивра чылай документ çунса кайнă, çавăнпа вĕрентÿпе çыхăннă нумай факта пĕлме çук.

Аристовская Александра Флегонтовна Хусан хулинче чиркÿ служащийĕн çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăл халăх училищисем валли учительсем хатĕрленĕ çĕрте пĕлÿ илнĕ. 1902 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи Пысăк Енккассинчи пуçламăш шкулта ĕçлеме пуçлать. Вырăс çынни пулсан та вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарнă вăл, ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă.

«Эпĕ патша саманинче 15 çул ĕçлерĕм - тесе аса илнĕ А.Аристовская. Уйрăм çын килĕнче вĕрентни те пулнă. Халĕ кашни ялтах çĕнĕ шкул çурчĕсем пур, ĕçлеме çăмăл та кăмăллă». (Х.Я., 8.03, 1950 ç.)

Пысăк Енккассинче чылай çул ĕçлесен А.Аристовскаяна Паттири пуçламăш шкул заведующине куçараççĕ. Кунта ачасен шутне кура 2-3 учитель вăй хунă. 1931-1935 çулсенче шкулта вĕреннĕ Е.Галкина çапла аса илет:

«Эпĕ 3-мĕш класраччĕ. Пире Александра Флегонтовна пĕлÿ пама пуçларĕ. Вăл ачасенчен çирĕп ыйтатчĕ. Янăравлă сасăллăччĕ. Тепĕр чухне питĕ савăнăçлăччĕ хăй. Вĕренекенсем ун патне туртăнатчĕç. Ашшĕ-амăшĕпе туслă çыхăну тытатчĕ. Пухусенче докладсене илемлĕ вулатчĕ. Чей ĕçме юрататчĕ. Хăй патне пыракансене сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр кăларса ямастчĕ. Ял çыннисем чей культурине унранах вĕренчĕç пулас».

К.Иванова каласа панинчен: «Эпир вĕреннĕ вăхăт вăрçă çулĕсемпе тĕл килчĕ. Пĕчĕккĕ-ха тесе тăман, уроксем хыççăн Александра Флегонтовна уя пучах пухма илсе тухатчĕ. Хăй пире питĕ хĕрхенетчĕ. Хĕрлĕ помидор, ытти пахча çимĕçпе сăйлатчĕ. Шкул çумĕнчи пысăках мар пахчара çĕр улми, помидор, купăста ÿстернĕ. Вĕрентекен пирĕнпе пĕрлех ĕçлетчĕ».

В.Строгонова Чупайри шкул учителĕ пулнăскер А.Аристовская ĕçĕ-хĕлне лайăх пĕлет. Вăл вĕрентÿ пайĕ хушнипе тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерме Паттине çÿренĕ-мĕн. Акă вăл аса илни:

«Александра Флегонтовнан астăвăмĕ çирĕпчĕ, лайăхчĕ. Вăл ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Хут çине пăхмасăрах сĕннĕ темăпа калаçма пултаратчĕ. Вырăс чĕлхине, математикăна лайăх вĕрентнĕ. Хăйĕн опычĕпе семинарсенче, конференцисенче паллаштарнă. Хăй патне пынă çынсене сăйламасăр кăларса яман».

А.Аристовская шкул ĕçне тĕрĕслеме килекен умĕнче хăйне лайăхпа кăна кăтартас тесе ăшталанман. Пĕринче урок итлеме килнĕ чиновник шăнкăрав хыççăн та учительница ачасене тăхтава кăларманшăн асăрхаттарма хăтланнă. Александра Флегонтовна: «Манăн урок шăнкăравпа мар, вĕренекенсем темăна мĕнле ăнланнă тăрăх вĕçленет», - тенĕ.

Эпĕ ыйтса-тĕпченĕ çынсем пурте А.Аристовская ачасене юратни тата хĕрхенни пирки каларĕç. Чăн та, çирĕп ыйтнă, тепĕр чухне, тен, çакă ытлашши те пулнă пуль...

Л.Зайцев аса илнинчен:

«Эпĕ А.Аристовскаяна лаша кÿлнĕ лавпа Вăрмара илсе каяттăм. Вăл, тулли кĕлеткеллĕскер, инçе çула çуран утаймастчĕ, çавăнпа колхозран ун валли ятарласа лав уйăратчĕç. Ун чухне укçан пенси илекен сахалччĕ, Александра Флегонтовнан пенсийĕ 12 тенкĕ пулнă. Вăл лавккаран пĕремĕк, кăнахвит туянатчĕ те мана хăналатчĕ. Уроксем хыççăн тутлă çимĕçпе вĕренекенсене савăнтарни те пулнă».

А.Аристовская Турра ĕненнĕ, анчах çакна çын умĕнче кăтартман - вăхăчĕ çапла пулнă. Ялта ирттерекен кашни уявах хаваспах хутшăннă, ачасемпе урам тăрăх параппан каласа, горн шăхăртса çÿренĕ. 1945 çулта майăн 9-мĕшĕнче вăрçă вĕçленнипе хавасланса урок ирттермесĕр демонстраци йĕркелени Паттисен асĕнче ÿкерĕнсе юлнă: кун пирки аслисем çамрăксене каласах тăраççĕ.

А.Аристовская Патти шкулĕнче 1960 çулчченех вăй хунă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çĕр ачана аслă пурнăç çулĕ çине кăларнă-ши? Паттире теçеткене яхăн ăслăлăх ĕçченĕ, пысăк чинлă çар çыннисем, орден-медале тивĕçнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен ăстасем пур. Вĕсем юратнă вĕрентекене асра тытаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика