04 октября 2008 г.
2008 çул пуçланнă тĕле пирĕн республикăра 1282,6 пин çын пурăннă, çав шутра хуласенче - 782,2 пин çын (61,32 процент), яллă вырăнсенче - 496,4 пин çын (38,7 процент).
Юлашки сакăр çулта республикăра халăх йышĕ 51,7 пин çын чухлĕ чакнă е 3,9 процент. Çак тапхăрта хулара пурăнакансем 17,0 пин е 2,1 процент, яллă вырăнсенче 34,7 пин çын е 6,5 процент сахалланнă.
2000-2004 çулсенче Раççейре те, пирĕн республикăра та ачасем çураласси ÿснĕ. Анчах та 2006 çулхипе танлаштарсан, 2005 çулта 601 ача сахалтарах çуралнă. 2006-2007 çулсенче ачасем нумайрах çуралса пынă. Икĕ çулта ача çураласси 1702 таран ÿснĕ. Юлашки 15 çулхипе танлаштарсан 2007 çулта ачасем чи нумай çуралнă. 1000 çын пуçне 11,6 ача тивет. 2000 çулхипе танлаштарсан - 24,7, 2006 çулхипе илсен 12,6 процент ÿснĕ. Кăçал та ачасем çураласси нумайланнă. Кăçалхи çичĕ уйăхра пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 380 пепке ытларах кун çути курнă.
Пирĕн районпа илес пулсан, 2005 çулта - 250, 2006 çулта - 263, 2007 çулта - 260, кăçалхи сентябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне 203 ача çуралнă е пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 5 ача нумайрах.
Ачасем çураласси хулара та, яллă вырăнсенче те ÿссех пырать. Ялсенче вара пысăкрах хăвăртлăхпа. 2007 çулта, 2000 çулхипе танлаштарсан, кашни 1000 çын пуçне ача çураласси - 25,8 процент, хуласенче 22,2 процент ÿснĕ.
Ачасем çураласси çамрăксем пĕрлешнинчен те нумай килет. Республикипе 2007 çулта, 2000 çулхипе танлаштарсан, ЗАГСра 3,8 пин мăшăр ытларах çырăннă. Пирĕн районпа илес пулсан, пĕлтĕр сентябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне 124 мăшăр пĕрлешнĕ пулсан, кăçал вара 103 мăшăр кăна. Кăçал високослă çул. Çынсем çакна питĕ пăхаççĕ, çавăнпа сахалтарах..
2007 çулта Чăваш Республикинче пурĕ 18642 çын вилнĕ. Çакă, 2003 çулхипе танлаштарсан, 67 процент сахалтарах.
Пирĕн районпа илес пулсан, иртнĕ çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне районта 387 çын вилнĕ пулсан, кăçал 342 çын пурнăçран уйрăлнă. Çапла вара 45 çын сахалтарах вилнĕ.