АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Производство хăвачĕ ÿсет

04 октября 2008 г.

 

Республика социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче малтисен ретĕнче пырасси чи малтанах ĕçлесе пурăнмалли майлă условисем тунинчен, халăх пурнăçĕн пахалăхне тата ăс-хакăл çутлăхне ÿстернинчен, экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхне тивĕçтернинчен килет. Республикăра юлашки çулсенче промышленность производстви пысăк хăвăртлăхпа пыни куç кĕрет. Пирĕн район та ку енĕпе ÿсĕмсем тăвать. Промышленность производствин индексĕ 2006 çулта 66 процентпа танлашнă, 2007 çулта тивĕçлĕн 125,6 процент, 2008 çулхи 6 уйăхра 115,5 процент. Урăхла каласан, районта промышленность ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ пысăк. Кăçалхи 8 уйăхри кăтартусем те курăмлă. Çак вăхăтра промышленность предприятийĕсем пурĕ 96011, 84 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă тата тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 192,6 процентпа танлашать. Промышленность предприятийĕсем хăйсен вăйĕпе продукци туса кăларасси тата тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси 90264,4 пин тенкĕпе танлашнă, çакă 184,9 процент пулать. 2008 çулхи 8 уйăхра пирĕн районти промышленность предприятийĕсен тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ 20832,84 пин тенкĕпе (141,4 процент) танлашнă. Çав шутран «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти комбинат» муниципаллă унитарлă предприятин тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ - 135,1, «Вăрмарти электричество сечĕсем» муниципаллă унитарлă предприятин - 119,6, «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин 104,7 процентпа танлашнă. «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи 466,1 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Аталаннă пĕтĕм çĕр-шывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Вак предпринимательство аталанăвĕн кăтартăвĕ вак бизнесăн экономикăри социаллă вырăнĕ çинчен те калать, вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Кăçалхи 8 уйăхра вак тата вăтам предприятисен тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ 69431,6 пин тенкĕпе (203,8 процентпа) танлашнă. «Алекс» тулли мар яваплă общество - 518 (126 процент), «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество - 8673 (129,3 процент), Вăрмарти çĕвĕ фабрики - 12022 (124,1 процент), «Нива» тулли мар яваплă общество - 7664,5 (110,4 процент), «Юман» тулли мар яваплă общество - 443,2 (94,6 процент), «Шоркистринский» кооператив - 7596 (77,2 процент), «АВАН - ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă общество - 32514 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Унсăр пуçне «Докрос» акционерсен хупă обществи - 10347,2, «Уют» тулли мар яваплă общество - 420,73, «Мобилиус У» тулли мар яваплă общество - 471,7 пин тенкĕлĕх паха продукципе халăха тивĕçтернĕ. Тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра - 29,3, «Алекс» тулли мар яваплă обществăра - 26, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществинче - 24,1, «Вăрмарти электричество сечĕсем» муниципаллă унитарлă предприятинче - 19,6, «Нива» тулли мар яваплă обществăра - 10,4, «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятинче 4,7 процент ÿснĕ. Куратпăр ĕнтĕ, çÿлерех асăннă предприятисем паян тупăшлă ĕçлесе пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан вак бизнес çине пирĕн халăха ĕçпе тухăçлă тивĕçтерекен, ялта питĕ кирлĕ, унăн право тата пĕтĕмĕшле культурине ÿстерекен, халăх промыслине аталантаракан пек пăхмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика