01 октября 2008 г.
Пурнăç калама çук хăвăрт шăвать. Вунă çул каялла çынсем велосипедпа, мопедпа, мотоциклпа ытларах çÿренĕ пулсан, халĕ вара пирĕн пурнăçра çăмăл машина кулленхи хатĕр пулса тăчĕ. Çул-йĕр çинче татти-сыпписĕр автомашина çÿрет. Паллах, пурнăç аталанăвĕ малалла лайăхланса пыни пурне те савăнтарать. Анчах лайăх пурнăçăн «çимĕçĕ» пирĕншĕн пачах та пылак марри пăшăрхантарать. Пăшăрхантарнипе пĕрле руль умне кам кăна ларма хăтланни тĕлĕнтерет: çул çитменни, транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк çукки те, çул-йĕр правилисене пăхăнма юратман ÿсĕр те. Кама шанса çула тухаççĕ, ăнланма пуç та çитмест. Машина çĕмĕрĕлни тарамаччĕ те çынни пĕрле инкек тÿсни мĕне тăрать. «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Водитель ĕçнĕ пулсан...» ятлă Ю.Волохов юристăн статйи пичетленчĕ. Çавна май вулакансене Вăрмар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ юлашки икĕ çулта транспорт хатĕрĕсемпе пулса иртнĕ аварисен тĕслĕхĕсемпе паллаштарасшăн. Пĕтĕмлетĕвĕсене хăвăр тăвăр.