01 октября 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин штаб подразделенийĕсене туса хунăранпа кăçалхи октябрĕн 7-мĕшĕнче 90 çул çитет. Мĕн ĕçлет-ха çак подразделени тесе ыйтĕ вулакан. Чи малтанах шалти ĕçсен пайĕн ĕçне йĕркелесе пыраççĕ: преступленисене тупса тата вăхăтра уçса парасси еплерех пулса пынине, вĕсене мĕнле сăлтава пула тунине тишкереççĕ; кашни сотрудник хăйне шанса панă ĕçне еплерех пурнăçланине те вĕсемех контроллеççĕ, хак параççĕ. Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕнчи штаб уйрăмне 2001 çулхи май уйăхĕнченпе Олег Ефремович Никифоров ертсе пырать. Справкăсене анализ туса хатĕрленипе тата оперативлă служба ĕçĕсене пур енлĕн палăртнипе вĕсем лайăх енчен палăрса тăраççĕ. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствине статистикăлла кăтартусене пĕлтерсе тăрассипе тата тĕрлĕ информацисене шута илес енĕпе Н. Александрова инспектор вăй хурать. Çавăн пекех А. Егоровпа С. Степанов оперативлă дежурнăйсен ĕçне те лайăх енчен палăртса хăвармалла. Ю. Григорьев, А. Васильев, О. Чернов оперативлă дежурнăйсене пулăшса пыраканĕсем те начар ĕçлемеççĕ, хушнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ. М. Федоров инженер-электронщик хăйĕн ĕçне пĕлсе те тĕплĕ пурнăçласа пырать. Вăл юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр. Милици сотрудникĕсем ĕçри ăсталăхне ÿстерсе пырас тесе тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. 2008 çулхи июль уйăхĕнче А. Егоров ЧР Шалти ĕçсен министерствинче ирттернĕ çакăн пек конкурса хутшăнса республикăри оперативлă дежурнăйсем хушшинче III вырăн йышăннă.
Ю. Григорьев оперативлă дежурнăй помощникĕ ку ĕçре 1994 çултанпа вăй хурать. Хăйĕн ĕçне питех те лайăх пурнăçласа пырать. Милици ĕçĕнче вăй хунипе пĕрлех обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать. 2001 çултанпа Шăхальти шкулта карате секцине ертсе пырать. Вăл вĕрентекен ачасем республикăра ирттерекен ăмăртусенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Карате енĕпе Ю. Григорьев хăмăр пиçиххине тивĕçнĕ. Ун çинчен 2008 çулхи августăн 28-мĕшĕнче тухнă «Российская газета» тата республикăра тухса тăракан тĕрлĕ хаçатсенче те пичетлесе кăларнă.
Районти шалти ĕçсен пайĕн штаб уйрăмĕ службăри тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма, оперативлăха ÿстерме çине тăрать.