01 октября 2008 г.
Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Михаил Матвеевич Еньков кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне цифрăсем урлă çеç те кĕскен каласа пама пулать - 1933 çулхи октябрĕн пĕрремĕшĕнче асăннă ялăн Макаркасси урамĕнче çуралнă тата ытти те, тата ытти те... Ку сăмахсене пĕрре те нимĕн те калама çуккипе çырмастăп. 75 çул тултарас умĕн те вăл пĕр документ çине пăхмасăр хăçан тата ăçта вĕреннĕ, ĕçленĕ, хăш çул вăл е ку строительство объекчĕсенче ĕçленине (вĕсем вара, ĕненĕр, питĕ нумай) пĕр йăнăшсăр каласа пама пултарать. Эппин ку статьяра цифрăсемпе çеç çырлахма тивмĕ. «Евгений Онегинри» пĕр çаврăмри Татьяна ята кăларатпăр та çапла пуçлатпăр: «Çапла, ăна Мишша ят панă». Матвей Федоровичпа Евдокия Кузьминична Еньковсен çемйинче вăл иккĕмĕш ача пулнă. Тен, çавăнпа та тепĕр икĕ кĕçĕннинчен амăшĕн ăшшине ытларах та туйма ĕлкĕрнĕ пулĕ, ара çуратнă çынни çĕре кĕнĕ вăхăтра вăл пиллĕкре пулнă, лешсем вара тата пĕчĕкрех. Ачалăх çулĕсем çинчен питех асăнмарĕ калаçу вăхăтĕнче Михаил Матвеевич. Ыйтма вара чĕлхе çаврăнмарĕ - ытларахăш пайĕ вăрçă çулĕпе çыхăннă та. Апла пулин те 1948 çулта ялти шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ те алла специальность илнĕ хыççăн Вăрмарти МТСра «Интер» тракторпа ĕçлеме пуçланă. 1950 çулта çамрăк каччă лайăх пурнăç шырасах ĕнтĕ Мускава тухса каять, шыв кĕртекен пĕр организацире ĕçлеме пуçлать, Патшалăх университечĕн (МГУ) çуртне хăпартнă вăхăта лекет вăл. Çĕр чаваканран пуçланăскер, кĕске вăхăтрах хăйĕн пултарулăхне пула 5-мĕш разрядлă слесарь-сантехник пулса тăрать. «Çăпата сырса пĕрле килнисенчен чылайăшĕ çăпатапах таврăнчĕç, мана вара кăшт ытларах ăнчĕ», - каласа парать Михаил Матвеевич. Ĕçленипе пĕрлех вăл Мускавра водитель правине те илет. Вăрмара таврăнсан чăх-чĕп кăларакан инкубатор станцийĕнче (ИПС), унтан сĕтел-пукан фабрикинче шофер пулса тăрăшать. 1953 çулта вара çар хĕсметне тăрать, 3 çул ытла тăсăлнă служба хыççăн каллех Вăрмарта. Сĕтел-пукан фабрики, автотранспорт кантурĕ, районти строительство участокĕ - пур çĕрте те водитель. Çав вăхăтрах каçхи вăтам шкулта вĕренет. 1963 çулта Мускаври энергетика институчĕн Шупашкарти филиалне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, каярах çĕр-шывăн тĕп хулинчи политехника институтне куçать. Часах ăна Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн директорĕн заместителĕ пулма уйăрса лартаççĕ. 1969 çулта Михаил Матвеевич «Сельхозтехника» предприятийĕнче автобаза начальникĕ, 1973 çултан пуçласа 1996 çулччен «Канашская» куçса çÿрекен механизациленĕ колоннин Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ. Çак вăхăтра Вăрмар районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче монтаж ĕçĕсем туман объектсем юлман та пулĕ - Шăхаль, Тикаш, Пысăк Енккасси, Кавал, Вăрманкас, Чулкас... Çынсем пурăнмалли хваттерсем, шкулсем, ача-пăча сачĕсем, культура çурчĕсем, ĕне тата сысна фермисем. Куславкка, Çĕрпÿ, Тăвай, Канаш районĕсенчи объектсем. Михаил Матвеевич ертсе пынипех «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче 5 котельнăйра монтаж ĕçĕсем туса хута янă. Çавăнпах ăна республикăри «Птицепром» трест Хисеп грамоти те панă. Наградăсем тенĕрен, хăшĕ-пĕрисене кăна асăнар - Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 50, 60 çул çитнĕ ятпа асăну медалĕсем илме тивĕç пулнă. Михаил Матвеевич 1995 çулта «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ, унсăр пуçне унăн «Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ» удостоверени те пур.
Ĕç çинчен те ĕç çинчен çыратăп - çемье çинчен аса илме те вăхăт ĕнтĕ. Зоя Ильиничнапа вĕсем 1959 çулта çемье çавăрнă. 1960 çулта çут тĕнчене Ирина, 1962-мĕшĕнче Игорь, 1964-мĕшĕнче Владислав килеççĕ. Ирина Михайловна халĕ Чăваш Республикин Наци банкĕнче уйрăм пуçлăхĕ, Владислав Михайлович уйрăм предприниматель, мăшăрĕпе, Вера Михайловнапа, районта ирттерекен ыркăмăллăх акцисене активлă хутшăнаççĕ.
Шел пулин те, Игорь Михайлович пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
Зоя Ильинична ĕç çулне колхозра пуçланă, каярах ял Советĕнче секретарь пулса нумай çул тăрăшрĕ, пенсие ял администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕнчен тухрĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухсан Михаил Матвеевичпа Зоя Ильинична каялла Макаркасси-Уйкас еннелле, кил хуçи çак енче ÿснĕ вĕт-ха, каялла килес терĕç - çĕнĕ çурт çавăрчĕç. Çутă урама (урамĕ чăн та çавăн ятлă) пĕрремĕшсем çурт хăпартса тухрĕç. «Çутă урама çутă кÿрекенсем», - тесе калас килет вĕсем пирки.