01 октября 2008 г.
Кашни çыннăн пурнăç шăпи тĕрлĕрен. Тикашри Михаил Тимушкин ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан тепĕр виçĕ çул юнашар ялти Шăхальти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ.
Алла аттестат илнĕ хыççăн Донбаса шахтăна ĕçлеме тухса каять, Краснодон хулинче малтан шахтăра моторист, унтан забойщик пулса вăй хурать. Анчах та вăл унта çăва тухиччен кăна ĕçлет. Ашшĕпе амăшĕ ыйтнипе киле таврăнать. Часах Совет Çарне кайма черет çитет. Тĕлĕнмелле çанталăклă Сахалин утравĕнче икĕ çул хĕсметре тăрать. Салтакран тĕрекленсе таврăннă каччă малаллахи пурнăç çинчен шухăшлать. Хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме тĕллев лартать, Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. 1963 çулта институтран ăнăçлă вĕренсе тухать. Шăхаль, Кĕтеснер, Тикаш шкулĕсенче çĕршер ачана вырăс чĕлхипе литературине тата историне вĕрентет. Çапла вара вăл хăйĕн пурнăçĕнче 37 çул ачасене вĕрентсе воспитани парас енĕпе тăрăшать. 1964 çулхи январьтен пуçласа 2000-мĕш çулччен. Çав шутран - 26 çул Тикаш шкулĕнче. Таврари ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ Михаил Кузьмича лайăх пĕлеççĕ, ун çинчен ырăпа кăна калаçаççĕ. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать вăл. Малтанхи çулсенче чи лайăх пропагандистсенчен пĕри шутланнă. Ял халăхĕпе çамрăксем умĕнче тĕрлĕ темăсемпе тăтăшах тухса калаçнă. «Тегешевский» совхозра тухса тăнă стена хаçачĕн редакторĕ те пулнă. Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче те чи активлисенчен пĕри вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Кузьмич Тимушкин темиçе суйлавра комисси председателĕ пулнă.
Учитель кăна мар, пултаруллă сăвăç та вăл. 50 çул хушши ĕнтĕ тĕрлĕ темăсемпе сăвăсем хайлать. Вĕсенчен чылайăшне район хаçатĕнче те пичетленĕ. Хаçат редакцийĕ ирттернĕ чи лайăх калавсемпе сăвăсен конкурсĕсенче унăн хайлавĕсем пĕрре кăна мар призлă вырăнсене тивĕçнĕ. М. Тимушкин 2004 çулта «Ытарайми тăван тавралăх» сăвăсен пуххи пичетлесе кăларчĕ. Чылай чухне вăл хăйĕн произведенийĕсене «Михаил Тимушкель» псевдонимпа пичетлет.
Мăшăрĕпе, Галина Петровнăпа виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларнă. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, виççĕшĕ те çемьеллĕ.
Çак кунсенче вăл 70 çул тултарчĕ. Юбилейпе саламланă май сăвăсем çырас хастарлăхĕ пĕрре те ан чактăрччĕ тесе сĕнес килет.