01 октября 2008 г.
Çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри «Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организацийĕн пирĕн районти членĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пухăва хутшăннисем Чăваш Республикинчи «Раççейри пенсионерсен союзĕ» уйрăмĕн правленийĕ çирĕплетнĕ «Чыс та мухтав аслă ăрури çынсене» уйăхлăха ирттермелли мероприятисемпе паллашрĕç, хамăр районта та уйăхлăх ирттерме йышăнчĕç. Ку уйăхлăха обществăлла организацисем, шкулсем, культура учрежденийĕсем, ĕç коллективĕсем, хула, ял тăрăхĕсем пурте пĕрле ирттермелле. Пĕчĕк е пысăк ялта, пĕччен е çемьепе пурăнать, пурне те Ваттисен кунне хисеплесе чĕнме манса каймалла мар.
Хисеплесе чĕннипе пĕрлех, пирĕн пурин те, ватăсен уйрăмах, активлă пулмалла.
Акă, Ваттисен кунĕпе çыхăннă «Асаннесемпе асаттесен, кукамайсемпе кукаçисен урокĕсем» темăпа алă ăстисен конкурсне ирттертĕмĕр. Ку конкурсра малти виçĕ вырăна кăна мар, активлă хутшăнакансене те дипломсемпе сувенирсем парса чысларăмăр. Сăмахран, Г.Солостей (Энĕшпуç ял тăрăхĕ), Н.Максимова (Пысăк Енккасси ял тăрăхĕ), Г.Васильченко (Вăрмар хула тăрăхĕ).
Çакна палăртмалла: пур ялтан та хутшăнмарĕç, хутшăнни вăл - активлăх, пурнăçпа тан утни. Алĕç ăстисем кашни ялтах пур-çке.
Районĕпе кун пек выставка-конкурс ирттерме обществăлла организацине çăмăлах мар, парнесемпе сувенирсем илме укçи çук, çапах та спонсор пулса районти пенси фончĕн управленийĕ пулăшрĕ.
Районти пенсионерсене тата вĕсен çемйисене кĕрхи тулăх вăхăтра иртекен Ваттисен кунне ăшă кăмăлпа, ырă шухăшсемпе, сĕтел тулли апат-çимĕçпе тата çирĕп сывлăхпа кĕтсе илме сунатăп.