01 октября 2008 г.
Сентябрĕн 23-мĕшĕнче пирĕн патăрта хăнара ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Вăрмар районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов тата РФ Пенси фончĕн пирĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Г.Усков пулчĕç. Тÿрĕ лини «Халăха социаллă хÿтлĕх парасси тата пенсипе тивĕçтересси» темăпа иртрĕ. Район çыннисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç.
Чи малтанах шăнкăрав Пĕчĕк Енккасси ялĕнчен пулчĕ. Пирĕн обществăлла корреспондент П.Порфирьев кăçал районта Ваттисен кунне хатĕрленсе епле ирттерме палăртни кăсăклантарать.
Чĕкетури Г.Максимова çапла ыйтать: «Ваттисен кунĕнче кашни çулах укçан пулăшу панине илтнĕччĕ. Пĕлтĕр кам илнисене те пĕлетĕп. Кăçал çак тÿлеве камсем тивĕçĕç?»
Шăхальти Л.Сенни пенси укçи сахал пулнишĕн ÿпкелешет.
«Эпĕ 1933 çулта çуралнă. Ĕç стажĕ 65 çул. Уй-хир, хăмла, пахча çимĕç бригадисен бригадирĕнче нумай çул ĕçленĕ. Пенсие ÿстерме май çук-ши?» - ыйтать Лидия Васильевна.
Çитмĕшри А.Иванова хăйĕн пулас пенсийĕ çинчен шухăшлать. «Пенсие тухмалли 2 çул çеç юлчĕ. Пенсие ÿстерме хушма укçа тÿлеме юрать теççĕ. Çав укçана илес тесен миçе çул тÿлемелле. 5 çул тесе калаççĕ, вара пенсие тухсан та тÿлемелле пулать-и?» - ыйтать вăл.
Çак тата ытти ыйтусем çине В.Ивановпа Г.Усков тулли хуравсем пачĕç. Ыйтусем çине хуравсем тĕплĕнрех илме хăйсем патне - социаллă хÿтлĕх пайне тата Пенси фончĕн районти управленине пыма сĕнчĕç.