27 сентября 2008 г.
Йывăçсем ăшне путнă Кĕтеснер ялĕ аякранах илемлĕн курăнса ларать. Çакăнта çуралса ÿснĕ те ĕнтĕ Надежда Илариевна Васильева. Ялти ытти ачасемпе пĕрлех урамра вылянă, колхоз ĕçне хутшăннă, шкулта ăс пухнă. 1975 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. Унта акушерка квалификацине илнĕ хыççăн ăна направленипе Арапуçĕнчи участок больницине яраççĕ. Кĕтеснерти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать. Тухăçлă ĕçлес тесен пĕлĕве куллен ÿстерсе пымаллине туйса илет вăл. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕрет. Пĕлÿ илнĕ вăхăтрах пĕрремĕш номерлĕ Шупашкар хула больницинче фельдшер пулса ĕçлеме тытăнать. 1992 çулта алла врач-педиатр дипломне илет. Ун хыççăн дипломлă специалист Арапуç участок больницине участокри врач-педиатр пулма килет. Çав çулхи август уйăхĕнче ăна Арапуç участок больницин тĕп врачĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вăл ĕçленĕ вăхăтра Арапуç участок больницине çут çанталăк газĕпе ăшăтма тытăнаççĕ. Унăн пултарулăхне кура 2005 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна район больницин тĕп врачĕн заместителĕ пулма куçараççĕ. 2006 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа Н. Васильева район больницин тĕп врачĕ. Унăн «Педиатрия» специальноçпа пĕрремĕш категори. Пултаруллă организатор 436 медицина ĕçченĕнчен тăракан коллектива ăнăçлă ертсе пырать. Вĕсен шутĕнче врачсем – 50, медицина сестрисем – 205. 2 çын «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ», 1 çын «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 4 çын «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. 8 врач тата медицина сестрисенчен 30-шĕ – чи пысăк категориллĕ, 107-шĕ – пĕрремĕш, 6-шĕ – иккĕмĕш категориллĕ.
Надежда Илариевна тĕп врачра ĕçленĕ май поликлиникăн çивиттине юсанă. Клиникăпа диагностика лабораторийĕнче, терапи уйрăмĕнче, гаражра юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Пысăк Енккассинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн иккĕмĕш уйрăмне уçнă, ăна çут çанталăк газĕпе ăшăтмалла тунă. Энĕшпуç ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçма хатĕрлесе çитернĕ. Арапуçĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне урăх çурта куçарнă.
Приоритетлă «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти тĕп больница васкавлă пулăшăвăн 8 машинипе пуянланнă. Çĕнĕ оборудованисем: флюорограф, рентген аппарачĕ, маммограф – пĕрер, лаборатори оборудованийĕ – 5, электрокардиограф 6 килнĕ.
Пилотлă проекта пурнăçласа тĕрлĕрен оборудовани 3846,7 пин тенкĕлĕх туяннă. Çав шутра: операци сĕтелĕ, ÿпкене искусствăлла вентиляци тумалли аппарат, шăлсене юсамалли оборудовани, электроçĕçĕ, куçарса çÿремелли УЗИ аппарат, кардиографи комплексĕ тата ыттисем те.
Коллектив умĕнче пысăк задачăсем тăраççĕ: халăха сыватассипе пĕтĕмĕшле (çемье) практика врачĕн меслечĕ çине куçмалла, ĕçлекен çынсене пĕтĕмпех диспансеризаци витĕр кăлармалла, халăха медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалла, ачасен вилеслĕхне чакармалла, больницăсене пысăк квалификациллĕ врачсемпе тата специалистсемпе çирĕплетмелле тата ытти те. Пĕр сăмахпа каласан «Вăрмар районĕн çыннисем – сывă çынсем» девиза пурнăçа кĕртмелле.
Обществăлла ĕçсенче те хастар Надежда Илариевна. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă май, суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлассишĕн хăйĕн мĕн пур вăй-халне парать. Çавăншăн ăна хисеплеççĕ.
Халăхра çапла калаççĕ: «Чыслă çынна хисеплеççĕ – ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ». Çак сăмахсене Надежда Илариевнăна каланă пекех туйăнаççĕ. Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министерстви, район администрацийĕ тата район больницин администрацийĕ ăна Хисеп грамоти парса чыс тунă.
Çак кунсенче вăл хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Паллă датăпа саламласа ăна ĕçре тата пурнăçра ăнăçусем сунас килет.
Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Светлана хĕрĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ, халĕ Мускаври строительсен фирминче ертсе пыракан специалист пулса вăй хурать. Константин ывăлĕ ашшĕ-амăшпе пĕрле.