АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллăскер тав çырăвне тивĕçнĕ

27 сентября 2008 г.

 

«Хисеплĕ Иван Алексеевич тата Зинаида Семеновна!

Ывăлăра лайăх воспитани парса ÿстернĕшĕн сире тав тăватăп. Владимир çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пырать, хушнине тĕплĕн те вăхăтра пурнăçлать, ытти çар çыннисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çар вĕренĕвĕнче çитĕнÿсем тунăшăн командирсемпе начальниксем ăна пĕрре кăна мар хавхалантарнă.

Çирĕп сывлăх, телей, çемьере ăнăçусем сунатăп.

Çар чаçĕн командирĕ А. Нос полковник».

Çакăн пек çыру илчĕç çар чаçĕнчен Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕнче пурăнакан Алексеевсем. Тăван тĕпренчĕк çинчен ырă сăмах илтни кашни ашшĕ-амăшнех савăнтарать. Хăй вăхăтĕнче иккĕмĕш вăтам шкулта пуçламăш çар хатĕрленĕвне вĕрентнĕ И. Алексеев - запасри аслă лейтенант - уйрăмах. Амăшĕ чĕри пирки вара каламасăрах паллă.

Йышлă çемьере ÿснĕ Володя çар хĕсмечĕ пирки урамри аслă юлташĕсем каласа панă тăрăх кăна пĕлмен. Икĕ пиччĕшĕ вăл салтак аттине тăхăниччен çĕр-шыв умĕнче таса тивĕçне пурнăçланă та ĕнтĕ. Александр Мускав облаçĕнче чикĕ хуралĕн службинче пулнă, Сергейăн служби Ульяновскри сывлăш-çар десанчĕн чаçĕнче иртнĕ. Иккĕшĕ те киле чунĕпе те, кĕлеткипе те пиçĕхсе таврăннă. Çакă та çамрăка пĕр иккĕленмесĕр çар ретне тăма хистенех пулĕ. 2007 çулта Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Владимир ашшĕпе-амăшне татăклăн çара каясси çинчен пĕлтернĕ.

– Малтан професси илесси çинчен шухăшла-ха терĕм,– каласа парать Зинаида Семеновна, анчах вăл салтака кайса килетĕп те кайран паян е ыран повестка килессе кĕтсе тăмасăр пĕр-пĕр вĕренÿ заведенийĕнчен лăпкăн вĕренсе тухăп, - терĕ.

Çапла вара В. Алексеев шкул пĕтерсен тепĕр темиçе кунтанах Çамрăксене пуçтарса çара ăсатакан Канашри пункта çитет. Ăс-тăн енчен аталаннă, сывлăх енчен çирĕп çамрăка Сызрань хулинчи чукун çул çарĕсен чаçне яраççĕ. Служба тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех Владимир алла специальность та илет. Вăл вара Вăрмар тăрăхĕнчи арçынсенчен чылайăшĕ паянхи кун чукун çул çине ĕçлеме çÿренине шута илсен пĕрре те начар мар. Çарта ентеш хăйне тивĕçлипех тытнине, ашшĕ-амăшĕн, чăвашăн ятне яманнине çÿлерех асăннă çыруран та куратпăр.

Вăхăт хăвăрт шăвать, часах çулталăк çур та хыçа юлĕ. Владимир киле таврăнма хатĕрленет. Килте ăна кĕтеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика