АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшусăр йăва çавăрма та йывăр

27 сентября 2008 г.

 

«2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма федераллă, республика, район бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ. Унпа вара çамрăксем хăтлă çурт-йĕр çавăраççĕ, хваттер туянаççĕ. Район администрацийĕ çамрăксене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Акă нумаях пулмасть çак программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр çавăрма, хваттер туянма пурĕ 4 çемье 2 миллион та 12 пин тенкĕлĕх каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Вĕсенчен пĕри - Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пурăнакан, районти Культурăпа кану центрĕнче ĕçлекен методист О. Михайлова. Райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. Тихонов, тĕп специалисчĕ А. Михайлов чаплă лару-тăрура О. Михайлована хваттер туянма свидетельство панă.

Кăçалхи сентябрь уйăхĕ тĕлне «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă программăпа килĕшÿллĕн 12 çемье пурĕ 4 миллион та 534 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Хальхи вăхăтра Раççей гражданĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă пур программăсем те вăйра. Пирĕн районта та ку ĕç малалла пырать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика