27 сентября 2008 г.
Çĕр ĕçченĕн хальхи вăхăтра ларса-канма та вăхăт çук, мĕн акса-лартса туса илнине пĕтĕмпех пухса кĕртмелле. Çанталăкĕ вара вĕсен тÿсĕмлĕхне «тĕрĕслесех» тăрать. Эрнипе чашлаттарса çăвакан çумăрĕ ял çыннисене шартах сиктерчĕ. Халĕ çанталăкĕ уяртнă май халăх уя харăссăн тухрĕ темелле. Акă, Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи «Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пултăмăр. Вĕсем Кĕлкешри вăтам шкул коллективĕпе таччăн çыхăнса ĕçлеççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те ачасем тăтăшах кунта вăй хураççĕ. Халĕ, кĕрхи кунсем çывхарса пынă май, ачасем фермера кишĕр пухса кĕртме пулăшма тухнă. 5-мĕш класран пуçласа пурте - çав шутра вĕрентекенсем те – уйра.
– ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев тыр-пула пухса кĕртессине вĕçлессишĕн тăрăшса çынсене (шкул ачисене, учрежденисенче, организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсене) уй-хир ĕçĕсене хутшăнтарма чĕнсе каланине пирĕн шкул коллективĕ ырласа йышăнчĕ, – тет И. Кузьмина директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.
Çапла пулмасăр, çитĕннĕ çимĕçе юр айне хăварас çук. Ачасем тăрăшса та харсăр ĕçлеççĕ, ĕçе йĕркелеме кăна пĕл. Ку енĕпе вара Кĕлкешсен ĕç опычĕ çителĕклех.