27 сентября 2008 г.
«Шоркистринский» производство кооперативĕ 65 гектар çинче çĕр улми çитĕнтерет. Халĕ кунта «иккĕмĕш çăкăра» хăвăртрах пухса кĕртессишĕн хĕрÿ кĕрешÿ пырать. Уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Çĕр улмин тĕрлĕ сортне çитĕнтереççĕ вĕсем. Эпир пынă чухне А. Алексеев механизатор CRIMME комбайнпа «Удача» сорт ани çинчеччĕ. Кооператив директорĕ И. Иванов та коллективпа пĕрле. З. Лаврова, Е. Иванова, В. Петрова рабочисем комбайн çинче ĕçе йĕркелесе пыраççĕ.
– Кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çанталăк лайăх тăрсан часах пухса кĕртĕпĕр. Ĕçлес хастарлăх пысăк. Н. Семенов механизатор çĕр улми аврине çулнă çĕрте пуçарулăх кăтартать, – пĕлтерет кооператив пуçлăхĕ Иван Геннадьевич.
Комбайн патне А. Семенов водитель çитсе чарăнчĕ. Комбайн çинчи çĕр улмие пушатрĕ те склада çул тытрĕ. Кунта вара «иккĕмĕш çăкăра» сортласа хураççĕ.
Çĕр улми тухăçлă çитĕннĕ май, пĕр водитель кăна турттарса ĕлкĕреймест. Тепĕр автомашинипе Н. Сергеев тĕп инженер турттарса тăрать.
И.Иванов пуçлăх кашни пуса перекетлеме пĕлет. Автомашина çине трактор двигательне вырнаçтарнă. Çапла вара бензин вырăнне йÿнĕрех топливăпа усă кураççĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, уйра хĕрÿ ĕççи вĕресе кăна тăрать. Кĕçех çĕр улми упрамалли хранилищĕне те туса пĕтереççĕ.