27 сентября 2008 г.
Чылай çемье кредит илсе çурт-йĕре юсаса çĕнетме тăрăшать. Нумайăшĕсем çĕнĕ никĕс хывса капмар çурт хăпартма та вăй çитереççĕ. Чăваш Президенчĕ Н. Федоров ял çыннисене лайăх пурнăç условийĕсемпе тивĕçтерес енĕпе те чылай тăрăшать. Çурт-йĕр çавăракан çамрăксене çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшать. «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă программа пурнăçа кĕрсе пыни пирĕн районта та лайăх палăрать, çав шутра Энтрияль ял тăрăхĕнче те. Çурт-йĕр тăвас тĕлĕшпе палăртнă республика программисем халăха, уйрăмах вара, çамрăксене савăнтарать. Çак савăнăç вара Энтриялĕнчи Галкинсен çемйине те çитнĕ. Вĕсене каялла тавăрса памалла мар 194 пин тенкĕ субсиди панă. Çакă вара çамрăк мăшăршăн чăн-чăн пулăшу пулнă. Юрийпе Марина Галкинсем хуçалăхра ĕçлесе пурăнаççĕ, малтан «Бишевское» хуçалăхра, халĕ – «АгроВладинăра». Çамрăк мăшăрсен 2 ача – пĕр ывăлпа пĕр хĕр: Стасик – 7 çулта, Настя – 5 çулта. «Тавах патшалăха, çакăн пек программăсемпе çамрăксене пулăшнăшăн. Хальхи хаксемпе кил-çурт çавăрма çăмăлах мар», – тет М. Галкина кил хуçи хĕрарăмĕ.