24 сентября 2008 г.
Манăн кăçал та Мăнçырмара хăмла татакансем патĕнче пулма тÿр килчĕ. Аякранах ĕç шавĕ илтĕнет, пĕр-пĕр фабрика тейĕн. Çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ, хăмлана хăй вăхăтĕнче татмалла-çке, çавăнпа васкаççĕ вĕсем, хăмлаçăсем. Кунта «симĕс ылтăна» татса тирпейлесе тăнă çĕрте пурĕ 18 рабочи тăрăшать. Вĕсем хушшинче виçĕ пĕр тăван – Альбина, Юлия тата Люда. Малтан аслă аппăшĕн Альбина Васильева ĕç-хĕлĕ çинчен пĕр-ик сăмах çырар.
Мăнçырмари вăтам шкула пĕтерсен 1990 çултан пуçласа «Мусирминский» совхозра хăмла плантацийĕнче тăрăшнă, халĕ, хуçалăх саланса кайсан, виççĕн пĕр тăван «Ресурсы» агрофирмăра май уйăхĕнчен пуçласа октябрьччен договорпа ĕçлеççĕ, фирмăн ĕç пулсан татах та унта тăрăшаççĕ. Вĕсем хăмла черенокне лартнă, шпалер çакнă, рамовка тунă, çулçисене иртнĕ чухне агротехника требованийĕсене çирĕп шута илсе пыраççĕ. «Мусирминский» совхоз хăй вăхăтĕнче хăмла туса илес енĕпе районта малтисен шутĕнче пулнă, çакăнта ĕнтĕ 3 пĕр тăванăн тÿпи те пысăк. Халĕ агрофирмăн Мăнçырмара 4 гектар хăмла плантацийĕ, кунта каллех пысăк тухăçлă хăмла туса илес тесе нумай вăй хураççĕ пĕр тăвансем. «Ресурсы» агрофирма ĕçченсене хисеплет, çавăнпа та кашни çулах ялта ирттерекен акатуйĕнче пĕр тăвансене хаклă парнесем парса хавхалантарать. Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă. Фирма ытти рабочисене те кÿрентермест, çавăнпа кăçал та ЧХра пĕлтĕр ĕçленĕ ĕçченсемех тăрăшаççĕ.
Альбина Викторовна хамăр ял каччипе Михаил Васильевичпа çемье çавăрнă, вĕсем 2 хĕр те 3 ывăл çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕ, Таня, Вăрмарти çĕвĕ фабрикинче вăй хурать, пĕр ывăлĕ Мускавра пурăнать, тепĕр ывăлĕ Мускава ĕçлеме çÿрет, иккĕмĕш хĕрĕ Волжскинче тĕпленнĕ. Кĕçĕнни шкулта вĕренет. Альбинăпа Михаил тĕп килрен уйрăлса тухса хăтлă çурт лартрĕç. Юлия Викторовна 1961 çулта çак тĕнчене килнĕ. Унăн пурнăçĕ аппăшĕн çулĕпе кайнă тесен те юрать. Вăл Альбина пекех хăмла плантацийĕнче 1990 çулта ĕçлеме пуçланă. Юля ял каччипе Николай Моисеевпа çемье çавăрса икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Ывăлĕ Мускава ĕçлеме çÿрет, икĕ хĕрĕ Вăрмарти çĕвĕ фабрикинче вăй хураççĕ. Юльăн мăшăрĕ, Николай, колхоз-совхозра 26 çул хушши тракторист пулса вăй хунă, хăмла плантацийĕнче те ĕçленĕ, пушă вăхăтра Тутар Республикине ĕçлеме кайса килет. Калас пулать, Юлия Викторовна хăйĕн 54 çултах суккăрланса ларнă хунямăшне 26 çул хушши пăхнă, йывăр пулнă паллах. Кĕçĕн хĕрĕ Людмила патне те çитрĕмĕр. Малтан вăл çыхăну уйрăмĕнче вăй хунă, анчах аппăшĕсенчен мĕнле тăрса юлăн. Мĕн тетĕр, 1995 çулта вĕсемпе пĕрле ĕçлеме пуçлать. Унăн мăшăрĕ Юрий Ахвандеров 14 çул ДПМКра водитель пулса ĕçлерĕ, халĕ МУП «Строитель» организацире ГАЗель автомашинăпа вăй хурать. Вĕсен виçĕ ача. Ывăлĕ – Виталий, коопераци техникумне пĕтерчĕ, халĕ Оренбург облаçĕнче хĕсметре тăрать. Хĕрĕ Мăнçырмари шкулта 9 класс пĕтернĕ, Шупашкарти культурăпа çут ĕç училищинче 4-мĕш курсра ăс пухать. Кĕçĕнни çамрăк-ха. Çак пĕр тăвансен ашшĕ Виктор Иванович Васильев хăйĕн ĕмĕрне сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлесе ирттерчĕ. Мăшăрĕ Мария Андреевна 40 çултах çĕре кĕчĕ. Шел пулин те ачасен ырлăхне кураймарĕ.