АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене пулăшаççĕ

24 сентября 2008 г.

Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Ку ĕçре вĕрентекенсен тÿпи те питĕ пысăк.

Акă, вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕн­чех 7-9 классенчи ачасем Луиза Петровна Михайлова вĕрентекен ертсе пынипе ялти ватă çын­сенчен пĕрин патне васка­рĕç. Таисия Германовна Германова шкул ачисене хапăлласах кĕтсе илчĕ. Вăл ватă ĕнтĕ, 84 çул­та, пĕчченех пурăнать. Çĕр улми пуçтарса кăларма ăна, паллах, йывăр. Çакна шута илсе ачасем ăна пулăшма шутларĕç. Кĕске вă­хăт хушшинчех вĕсем çĕр улмине кăларса пуçтарчĕç. Уйрăмах 8 класра вĕренекен Сергей Григорьев, Григорий Ефимов, Николай Кузьмин тăрăшулăх кăтартрĕç. Вĕсем пахчари çĕр улмине туртса пухса нÿхрепе ячĕç.

– Мана шкул ачисем хисеплесе шутланăшăн эпĕ питĕ савăнтăм. 7-9 класра вĕренекенсене чĕререн тав тăватăп. Шăхальти тĕп шкулта вĕренекенсене те ырă сăмахсем çеç калас килет. Ман пек ватă çынсене пулăшни вăл – пысăк сăвап. Ачасене вĕренÿре çитĕнÿсем тума сунатăп, вĕрентекенсене çирĕп сывлăх, телей, – терĕ чун-чĕререн савăннă Таисия Германовна.

Ачасем те, вĕрентекенсем те кăмăллă юлчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика