20 сентября 2008 г.
«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики нумай отрасльлĕ хуçалăх. Фабрикăна çиччĕмĕш çул ĕнтĕ пултаруллă организатор Николай Петрович Петров ăнăçлă ертсе пырать. Ахальтен-и хуçалăх сулмаклă утăмсемпе аталанать.
Çакна кăçалхи сакăр уйăхри кăтартусем те лайăх çирĕплетсе параççĕ. Пурĕ 3034 пин штук çăмарта туса илнĕ, е çакă, унчченхи çулхипе танлаштарсан, чылай нумайрах. Кунта çăмарта тăвакан ăратлă чăхсем пăхса ÿстереççĕ. Пĕлтĕр виçĕ миллиона яхăн çăмарта, 350 тонна аш-какай туса илнĕ. Ăратлă чăхсен çăмартине икĕ миллиона яхăн сутнă. Вĕсене туянма хамăр республикăран кăна мар – Ростов облаçĕнчен пуçласа Тюмень облаçĕ таранах, кÿршĕри Тутарстанран килеççĕ. Çуркунне халăха 143 пин чăх сутнă. Хальхи вăхăтра çитес çулта çăмарта тума тытăнмалли 90 пин çамрăк чăх çитĕнтереççĕ.
Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Шанса панă ĕçе чунтан парăннă чăх-чĕп пăхакансем коллективра сахал мар. Акă М. Васильеванах илер. Кăçалхи сакăр уйăхра вăл хăйне çирĕплетсе панă чăхсенчен пурĕ 355 пин штук çăмарта илнĕ, е кашни чăхран 161 штук. Çавăн пекех М. Желтухинăпа Г. Войкован та кăтартăвĕсем лайăх.Чăх чĕпписене пăхнă çĕрте тăрăшакан Е. Николаевапа Т. Никифорова, хурсене пăхнă çĕрте вăй хуракан З. Николаева, кăрккасем патĕнчи Л. Николаева пирки те хуçалăх пуçлăхĕ ырăпа кăна сăмах калать.
Ĕнесене пăхнă çĕрте В. Федоров дояр ырă тĕслĕх кăтартать. Зоотехник вăл, аслă пĕлÿ илнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ выльăхсене зоотехника требованийĕсемпе килĕшÿллĕн тăрантарать. Çакăн усси пурах. Сăвăма кашни çулах ÿстерсе пырать. Иртнĕ çул кашни ĕнерен 3511 килограмм сĕт суса илме пултарнă, районти дояркăсен хушшинчи ăмăртура малтисен ретне тухнă. Кăçалхи сакăр уйăхри кăтарту 2580 килогрампа танлашать, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен нумайрах ку.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат ытлăн-çитлĕн хатĕрлеме тăрăшаççĕ кунта. Хальлĕхе 200 тонна утă, 400 тонна сенаж хатĕрленĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне витаминлă курăк çăнăхĕ 306 тонна авăртнă пулсан, кăçал вара 340 тоннăна çитернĕ, Кунта Г. Андреев инженерăн пултарулăхне уйрăмах палăртмалла. Курăка çулса турттарнă çĕрте Н. Петровпа С. Николаев механизаторсем хастар пулнă.
Н. Алексеев утарçă та вĕллесенчен пыл ытларах илессишĕн хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать.
Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илсе тата вĕсене патшалăха ытларах сутас енĕпе кăтартусем ÿссе пыни савăнтарать. Кăçалхи сакăр уйăхра пурĕ 3034 пин штук çăмарта, 3767 центнер аш-какай, 1161 центнер сĕт туса илнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чылай ытларах .
Киввăрмарсем кашни çулах тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ. Кăçал та вĕсем вырмана чи малтан тухрĕç. Ĕçсен калăпăшĕ вара пĕчĕк мар. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 1460 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Сентябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне 1381 гектар çинчен çапса илнĕ е çакă 95 процент пулать. Кашни гектартан вăтам тухăç 32 центнер.
Малтанхи вăхăтра хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ сахалтарах пулнă. Çавна май экономикăна çирĕп тытса пыма йывăртарах килнĕ. Хальхи вăхăтра çĕр лаптăкне кÿршĕсен нумай вăхăт пушă выртнă çĕр лаптăкĕ шучĕпе ÿстерсе пыраççĕ. Кăçал кăна 400 гектар ытла лаптăк çинче тĕш тырă культурисем çитĕнтернĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пин гектар таран çаврăнăша кĕртеççĕ.
Кĕрхи культурăсене тахçанах çапса илнĕ ĕнтĕ. Кĕçех çурхи культурăсене те вырса пĕтереççĕ. Пурĕ тăватă комбайн: икĕ «Нива», «Енисей-950» тата «ACROS-530».
– Юлашки агрегатне кăçал кăна туяннă. 4 миллион çурă тăракан комбайнпа ĕçлеме пысăк опыт пухнă механизаторсене – Владимир Яковлевпа Денис Войкова шанса патăмăр, – калаçăва малалла тăсать Николай Петрович.
– Çĕнĕ техника компьютерпа. Механизаторсем валли кондиционер лартса панă. Сивĕтекен камера, музыка та пур. Компьютера çеç пăхса пымалла, мĕн йăнăш тунине çийĕнчех асăрхаттарать. Кунта пĕтĕмпех кнопкăсемпе ĕçлемелле, – хăйĕн савăнăçне пĕлтерет Владимир Иванович комбайнер. – Талăкра 100 тонна ытла çапса илетпĕр ку комбайнпа.
Пĕрле ĕçлекен Денис Войков ЧР Президенчĕн стипендиачĕ. Вăл хăйĕн пĕлĕвне Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче заочно вĕренсе малалла ÿстерет.
Пултаруллă механизаторсем хăватлă техникăна – «ACROS-530» комбайна тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕсем çак хăватлă комбайнпа 12114 центнер тырă вырса çапнă. Районти комбайнерсен хушшинче мала тухнă. «Енисей-950» «хир карапĕпе» пиччĕшĕпе шăллĕ – Владимир тата Валерий Алексеевсем ĕçлеççĕ. Вĕсен кăтартăвĕ – 10140 центнер. Ашшĕ – Николай Алексеевич та хуçалăхри чи пултаруллă çынсенчен пĕри. 1967 çултанпа водительте вăй хурать. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Хуçалăх пуçлăхĕ Н. Петров В. Никифоров, Н. Якимов, А. Никитин водительсем пирки те ырăпа асăнчĕ.
Вырмана хутшăнакансене хавхалантарма ĕç планĕ туса хатĕрленĕ. Комбайнерсене пурнăçланă ĕç калăпăшне кура ĕç укçи тÿленисĕр пуçне тырă, утă-улăм тÿлевсĕр валеçсе параççĕ.
Çитес çулхи тухăçшăн хĕрÿ кĕрешĕве тухнă ял ĕçченĕсем. Кĕр тыррисене 1000 гектар акса хăварма палăртнă. Паянхи куна 700 гектар çĕр хатĕрленĕ, кĕр тыррисене 460 гектар акнă. Ку енĕпе С. Николаев, А. Клементьев, А. Федоров механизаторсем пуçарулăх кăтартаççĕ.
С. Шуринапа К. Иванова чăх-чĕп пăхакансем чĕп кăларнă çĕрте тăрăшаççĕ. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче хастар çамрăксем механизаторсемпе ытти рабочисем валли тутлă апат хатĕрлесе параççĕ.
Кайăк-кĕшĕк фабрики туса кăларакан продукцие сутнă çĕрте Г. Алексеева сутуçă тăрăшулăхпа палăрса тăрать. Вунă çул ытла вăй хурать вăл кунта.
Фабрика кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илме уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхсене те пулăшать.
Кивĕ Вăрмарта килĕрен тенĕ пекех хурсен ушкăнне курма пулать, таврари пĕвесенче те вĕсем нуммайăн. Сарлака кăкăрлă кăрккасем те ĕрчетеççĕ. Кашни вăтамран 10-12 килограмм таять. Ашне туянакан йышлă. Чĕпписене вара килте пăхса ÿстереççĕ.
– «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пирĕн пурнăçа кĕрсе пыни пирĕн кашни хуçалăхрах палăрать, – тет директор.
Николай Петровичăн фабрикăри ĕç стажĕ çирĕм çул ытла. Малтан тĕп ветеринар пулнă.
Пултаруллă та талантлă организаторăн, ял хуçалăх производствинче пуян опыт пухнă çĕр çыннин пархатарлă ĕçне «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса хакланă. Унăн çавăн пекех ытти наградăсем те нумай.
Çапла вара Киввăрмарти ял ĕçченĕсем хăйсен çывхарса килекен профессиллĕ уявне – Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленипе кĕтсе илĕç, 2008 çула производствăра пысăк утăм тунипе паллă тăвĕç.