АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа куçа-куçăн

20 сентября 2008 г.

Районта ирттернĕ Пĕрлехи информаци кунне Вăрмар район пуçлăхĕ В. Кириллов, заместителĕ Ю. Соколов, Чăваш Республикинчи «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорĕ В. Осипов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков, Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераллă агентство управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Д. Трушкин, РФ Пенси фончĕн (патшалăх учрежденийĕн) Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Т. Минина, райадминистрацин явапă çыннисем Кивĕ Вăрмар, Чулкас, Аслă Чак ял тăрăхĕсене, «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă пред­прия­тийĕн Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленине çитсе курнă, халăхпа тĕл пулса калаçнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем - 2008 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, тымар çимĕçсене вăхăтра пухса кĕртесси, çĕрпе эффективлă усă курасси, Чăваш Республикинчи вырăнти хăш-пĕр хăй тытăмлăх органĕсенче хушма суйлава мĕнле хатĕрленсе ирттересси, ĕç пенсийĕн хушăнса пыракан пайĕн (накопитель­нăй) страхлакан хушма взносне тата пенсин хушăнса пыракан пайне патшалăх пулăшăвĕ парассине йĕркелесси çинчен тата ытти те.

Чулкас. Район пуçлăхĕ В. Кириллов ертсе пыракан ушкăн Чулкас ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăнра Чăваш Республикин граж­данла оборона тата чрез­вычайлă лару-тăру енĕпе ĕç­лекен Патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков, Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераллă агентство управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Д. Трушкин, районти Госпожнадзор начальникĕ В. Хованский пулчĕç. Чи малтанах Чулкас ял тăрăхăн администрацийĕнче ĕç­лекенсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕсемпе интересленчĕç. Унтан ялти фельдшерпа акушер пунк­тĕн­че, çыхăну уйрăмĕнче, тĕслĕх библиотекăра, шкулта пулса вырăнта ĕçлекенсемпе тĕл пулса çÿлте асăннă кун йĕркинчи ыйтусене хускатрĕç.

Тыр-пула вăхăтра пухса кĕр­тесси, лайăх çул-йĕр, ĕçмелли паха шыв пирки пулчĕ ытларах калаçу. Юлашкинчен граждансене Чулкас ял тăрăхĕнче харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Н. ШИШКИНА.

Вăрмар. Чăваш Республикинчи «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ В. Осипов, райадминистрацин организа­цил­лĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н. Павлов, «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятин Вăрмарти çул-йĕ­рĕн юсавпа строительство управленийĕн начальникĕ А. Павлов чи малтанах Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленине, унтан Ямпайне, Атнаша каякан автоçулсене çитсе курчĕç. Управлени кантурне тĕп­рен юсав ĕçĕ­сем тăваççĕ. Ăна «КСО «Урмарская» акционерсен хупă обществи пурнăçлать. Пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те ĕçлет Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строи­тель­ство управленийĕ. Кунта техника лартакан гаражсене, мотор цехне тĕпрен юсанă. Ун­па пĕр­лех районти ялсем патне ас­фальт­лă çул хывассипе пур вăй-хăватпа ĕç­леççĕ.

Кăçал сентябрь уйăхĕ тĕлне 12 километр та 927 метр тăршшĕ çул-йĕр хывнă. 75 миллион та 511 пин те 446 тенкĕлĕх ĕç ту­нă.

«Лайăх çулсемсĕр ялсенче инфраструктура аталанăвĕ те пулмасть. Çавна май кашни яла асфальтлă çул çитерессипе ĕç­лет­пĕр. Вăл шутра район цент­рĕн­чен аякра вырнаçнă ялсем патне те паха çул-йĕр хыврăмăр. Вĕсенчен пĕри - Атнаш ялĕ. Çак ял патне пурĕ 2,2 километр тăрш­шĕ асфальтлă çул хывнă. Тепĕр майлă каласан аякри ялсем те çывăхланчĕç», - тет А. Павлов пуçлăх. «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ В. Осипов çул-йĕрсене курса çÿренĕ май Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕнче вăй хуракансен ĕçне ла­йăх хак пачĕ.

З. ПАВЛОВА

Кивĕ Вăрмар. Пĕрлехи информаци кунĕнче ку ял тăрă­хĕн­че район пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю. Со­колов ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Унта РФ Пенси фончĕн (патшалăх учрежденийĕн) Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Т. Минина, РФ пенси фончĕн пи­рĕн районти управленийĕн начальникĕ Г. Усков пул­чĕç. Вĕсем чи малтан Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн администрацийĕнче пул­чĕç. Ял тăрăхĕнче пурăнакан Мак­симовсен иккĕмĕш ача çу­ралнă. Çак ятпа ача амăшне – Надежда Николаевнана ача амă­шĕн сертификатне савăнăçлă ла­ру-тăрура пачĕç, саламларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

– Республикипе илсен, ача амăшĕсем 4 пин яхăн заявлени çырнă. Вĕсенчен 101-шĕ си­рĕн районтан, – терĕ Татьяна Дмитриевна Н. Максимована ача амă­шĕн сертификатне панă май. Çа­вăн пекех вăл çак сертификатпа туллин усă курмалли тата ытти йĕркесемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн Кивĕ Вăрмар шкул коллективĕпе, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсемпе пенси фондĕнчи çĕнĕлĕх­семпе – ĕç пенсийĕн хушăнса пыракан пайне патшалăх пулăшăвĕ парассине йĕркелесси çинчен калаçу ирттерчĕ.

– Çын çул çитсе пенсие тухать-и е пĕр-пĕр инкеке пула инвалид пулса юлса пенси илет-и та­та ытти тĕрлĕрен майсемпе çын ĕç укçи илме пăрахсан ăна патшалăх пенси парса компенсацилет. Федераллă бюджетран па­ракан пенси тĕп (базовый) пулать, страхлакан фондран параканнине çын хăй ĕçленĕ вăхăтра ĕç вырăнĕнчен куçарса пынине калаççĕ. Хальхи вăхăтра пенси фондĕнче улшăнусем пулса пы­нă май çын ĕçленĕ вăхăтра хăйĕн ватлăхне туллин тивĕçтерес тесен хушма укçа куçарма пултарать (дополнительные страховые взносы), – терĕ Татьяна Дмитриевна çĕнĕлĕхсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса.

Çĕнни яланах шиклентерет тенĕ пек ыйтусем те чылай пул­чĕç, хăшĕсем шарламарĕç, шухăша путрĕç пулас. Чылайăшĕсем çĕнĕлĕхсем пирки халăха çапла ăнлантарнишĕн тав турĕç. РФ пенси фончĕн пирĕн районти управленийĕн начальникĕ. Г. Усков ку енĕ­пе тата ытти тĕрлĕ ыйтусемпе районта пурăнакансене яланах пулăшма хатĕрри пирки каларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика