17 сентября 2008 г.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çине мирлĕ договора пăсса ултавлăн вăрçăпа тапăннин сăлтавĕ паллă. Гитлерăн ĕмĕчĕ тĕнче хуçи пуласси пулнă. Ăна пурнăçлама малтан Совет Союзне çапса аркатмасăр пурнăçлама май çук тенĕ. Анчах, Гитлер ĕмĕчĕ путланчĕ. Фашистсем хăйсем валли вилĕм шăтăкĕ чавса хăйсен йăвинчех вилĕм тупрĕç. Асран вара Сталинград патĕнчи çапăçусем тухмаççĕ. Паулюсăн чи хăватлă çарне Хĕрлĕ Çар Атăл çинче çавăрса илсе парăнтарсан юлашкине унтах тĕп тунă. Çак Çар Сталинград облаçĕн территорине 1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче çĕмĕрсе кĕнĕ пулнă. Ăна пирĕн Дон шывĕн хĕвел-анăç енче Клец хули патĕнче 62-мĕш çар тытса чарса пысăк çухату тÿстернĕ. Сталинградшăн пынă çапăçура пирĕн ытти çарсем те хастар çапăçнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçин историйĕнче чи паллă вырăн йышăнса тăрать Сталинградшăн пынă çапăçу. Халĕ 39 гварди дивизи мĕнле Сталинградра вăрçа кĕни çинчен каласа хăварам. 1941 çул вĕçĕнче – 1942 çул пуçламăшĕнче десантниксен 5-мĕш корпусĕ Мускава хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартса Раменск хулине – Мускав облаçĕ, çĕнĕ вăй пухма тухать. 1942 çулхи март пуçламăшĕнче Атăл тăрăхĕнчи çамрăк салтаксем Мускав облаçне килсе çитеççĕ. Вĕсене пурне те 201 бригадăна службăна илеççĕ. Кашни хăй ирĕкĕпе разведчик пулас текенсене разведротăна илеççĕ. Пилĕк уйăх хушшинче десантниксем фронта тухса кайма хатĕрленеççĕ. Августăн 2-мĕшĕнче корпусран 39 гварди дивизийĕ тăваççĕ. Августăн 13-мĕшĕнче дивизи Сталинграда çитет. Çав кунах Дон хĕрринчи Трехостовская станица тĕлĕнче çапăçăва кĕрет, фашистсене Дон хĕрне пыма чарса тăрать. Пирĕншĕн чи хăрушă кун августăн 23-мĕшĕ пулчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле фашистсен шутсăр нумай самолечĕсем тÿпене хупласа Сталинград çине бомба тăкма кайрĕç, хула çунма пуçларĕ. Çав кун 2 пин самолет хула çине бомба тăкнă. Хамăр самолетсем хирĕç тăнине – эпир курмарăмăр. Фашистсем трактор завочĕн çурçĕр енчен çĕмĕрсе килсе Атăл хĕрне тухма пултарнă. Пирĕн 39-мĕш гварди дивизийĕ пĕтĕм вăйран «Красный Октябрь» завода – тăшман аллине парас мар тесе хастар çапăçнă. Завод патĕнчен фашистсене Атăл хĕрне тухма паман. Дивизи хăй контрнаступленине хатĕрленнĕ май тĕплĕн разведка тумалла пулнă. Сентябрĕн 4-мĕшĕнче, çĕрле эпир разведкăна кайрăмăр. Эпĕ ушкăн командирĕ пултăм. Тăшманăн икĕ пулемет точкине сÿнтерме ĕлкĕртĕмĕр, анчах фашистсен çурăлакан пульли ман автомат магазинне лекрĕ, унăн ванчăкĕсем манăн икĕ куçа та шăтарчĕç. Эпĕ ун чухне суранланнăранпа 66 çул çитрĕ. Çав разведка пирĕн ăнăçлă пулнă. Штаб мĕн хушнине – пурнăçланă. Юлташсем мана пăрахса хăварман, Котлубань станцине санитари батальонне леçнĕ. Тепĕр кунне Балаковăран Пензăна, унтан Свердловска госпитале çитнĕ. Унта Филатов академик сурана пăхсан çапла каларĕ: «Халиччен эпĕ куçран кун пек йывăр аманнă çын курман. Сылтăм куçа икĕ ванчăк шăтарса куç тĕпне вырнаçнă. Сулахай куçĕ те çук. Çак йывăр сурана чăтма лекет. Мĕн тăвăн «Вăрçă нуши», – терĕ юлашкинчен академик.
Вара мана Клава медсестрапа культура ĕçченĕ Валя суккăрла çырма-вулама вĕрентрĕç, Г. Шамин музыкантпа паллаштарчĕç. Вăл мана нота грамотине вĕрентрĕ. Сталинград патĕнче нимĕçсене çапса аркатни çинчен илтсен, эпĕ пуринчен ытларах савăнтăм. В. Чуйков генералăн 62-мĕш çарĕнче кашни районтанах чăваш ачисем пулнă. Хамăр районтан кăна Чулкас каччине Иван Иванова, Мăнçырма хĕрне Нина Капитонована ас тăватăп.
Госпитальте ман ятпа икĕ çыру килчĕ. Пĕри - колхоз правленийĕнчен, тепри хама фронта ăсатнă Вера Авакумоваран. Вăрмара эпĕ январĕн 22-мĕшĕнче çитрĕм. Кавал ялĕнчи клубра ĕçлеме тытăнтăм. Часах ман пулăшуçă пулма В. Долгова уйăрса лартрĕç. Нумай ĕç туса ирттереттĕмĕрччĕ унпа эпир.
Ун хыççăн чылай çĕрте ĕçлерĕм, шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçлама тăрăшрăм. Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн, ытти тĕрлĕ организацисен членĕ пулнă. Манăн юрăсем республикăри хаçат-журналсенче пичетленнĕ, Мускавра та, Киевра та, Волгоградра та çапăнса тухнă.