17 сентября 2008 г.
Энтрияль ял тăрăхне Ыхраçырма, Шăплат, Шутнерпуç, Уйкас, Энтрияль ялĕсем кĕреççĕ. Кунта пурĕ 408 кил, вĕсенчен пушă лараканни – 117. Вĕсенче 1131 çын пурăнать, çав шутра пенсионерсем 247. Ял тăрăхĕнче пурăнакансене суту-илÿн 9 точки тивĕçтерет, вĕсенчен 3-шĕ уйрăм çынсен киоскĕ, пуçламăш шкул 2, фельдшерпа акушер пункчĕ - 2, хресчен (фермер) хуçалăхĕ - 16.
Пирĕн тивĕç ял тăрăхĕнче пурăнакансен ыйтăвĕсене пурнăçласси, хресченсене тĕрев парасси, рынок условийĕнче пурăнма хăнăхтарасси. Çак тĕллевпех ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемпе вырăна тухса тĕл пулусем ирттеретпĕр, граждансемпе уйрăммăн калаçатпăр. Каçсерен тата уяв кунĕсенче халăх дружинисемпе ятарласа рейдсем ирттеретпĕр, тĕрлĕ çитменлĕхсене тупса палăртатпăр. Ял тăрăхĕн депутачĕсем 10. Вĕсемпе тăтăшах пуçтарăнса канашлусем пулаççĕ. Кашнине ăнăçсăр çемьесене тата асăрхавсăр çул çитмен ачасем çумне çирĕплетнĕ. Куллен килсе тухакан ыйтусене те депутатсемпе канашласа татса пама тăрăшатпăр.
Ял тăрăхĕсенчи тĕп ресурс – çĕр. Çавăнпа та унăн пулăхне упраса хăвармалла, çĕрпе пĕлсе усă курмалла. Çĕре регистрацилессипе те нумай ĕçлерĕмĕр. Чылайăшĕсем çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухрĕç. Тĕслĕхрен, Энтриялĕнче 57 çын, Уйкасра – 9, Шутнерпуçĕнче – 36, Шăплатра – 19, Ыхраçырмара 49 çын уйрăлма кăмăл тунă. Регистраци ĕçĕсене хăвăртлатмалла. Хуçалăхсенчи куçман пурлăха регистрацилес ĕç те аван пулса пырать темелле. Ял тăрăхĕнчи чи малтанхи задачăсенчен пĕри – вырăнти бюджета курăмлă пурнăçласси, бюджетпа туллин усă курасси.
Тирпей-илем кĕртесси – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен чи малтан пурнăçламалли ĕç. Тасалăхпа йĕркелĕх чылай чухне укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, хамăр тăрăшнинчен, хамăра-хамăр хисепленинчен килет. Çак тĕллевпе 2500 тĕп йывăçсем лартса хăварнă. Унта шкул ачисемпе пĕрле ял халăхĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем хутшăннă. Ял тăрăхĕн бюджет укçине кăна шанса лармастпăр. Шыв башнине, шыв пăрăхĕсене нимелле ĕçлесе тытса тăратпăр. Ялсенчи тарасасене, çăл куçсене тасатса тирпейлесси те çак меслетпех пулса пырать.
Нумаях пулмасть 18 хваттерлĕ икĕ çуртран пĕр çурчĕн çивиттине юсарăмăр, кĕçех теприне юсаса тирпейлесшĕн. Ял халăхĕ ĕçлеме ÿркенмест. Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăй хуракансем те пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Пулăшма чĕнсен шкул ачисем те хаваспах килĕшеççĕ. Кашни ялтах харсăр, активлă çынсем пур. Тĕслĕхрен, А. Иванов, В. Николаев, А. Игнатьев, А. Александров – Шăплатран. Ку ялти пĕр тăвансем – Валерийпе Вениамин Андреевсем пушар машинисене юсаса хута яма пулăшрĕç. Шутнерпуçĕнчи М. Павловпа В. Андреев та пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăмаççĕ. Пăртас ялĕнчи А. Шигильдеев çулĕпе çамрăках мар пулин те пур ĕçе те хутшăнать. Уйкасри П. Порфирьевсăр ялти пĕр ĕç те иртеймест. Энтриялĕнчи Г. Алексеевпа Н. Сидоров, Е. Михеева, З. Григорьева хуть те мĕнле ĕçре те пулăшма хатĕр. Çакăн пек яваплăха туйса ĕçлекенсем пулсан – ялăн малашлăхĕ те пулĕ. Çамрăксем ялта тĕпленсе пурăнччăр тесе тата Раççей Федерацийĕн çамрăк çемьесене пулăшу парассин Указне пурнăçласа ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан 4 çамрăк çемьене каялла тавăрса памалла мар субсиди панă. Тепĕр виçĕ çемье «Кил хуçалăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн черетре тăраççĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн те çынсем нумай усă курчĕç. Ку енĕпе вĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕ документсем пуçтарма пулăшса пычĕ. Ялта пурăнакан çемьесен вĕренекен ачисене социаллă стипенди те парса пулăшатпăр. Коммуналлă пулăшушăн та субсидилетпĕр. Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ, пурте халăх ырлăхĕшĕн пулса пырать.