13 сентября 2008 г.
Хутса ăшăтмалли тапхăр кунран-кун çывхарса пырать. Çавна май «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра тĕплĕн хатĕрленет. Хальхи вăхăтра котельнăйсем пурĕ - 30. Вĕсем пурте хутса ăшăтмалли сезона хатĕр. Кунти рабочисем ăшă пыракан трассăна пăхса, тĕрĕслесе тăраççĕ. Вăл пурĕ 13 километрпа танлашать. Кăçал планпа 700 метр тăршшĕ юсав ĕçĕсем пурнăçламалла пулнă, анчах та укçа-тенкĕ çитсе пыманнине пула 210 метр тăршшĕ кăна юсанă, çĕнетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 300 пин тенкĕ тăкакланă. Çулсерен пурнăçлакан юсав ĕçĕсем пурĕ 800 пин тенкĕлĕх тунă. Çак укçа-тенкĕпе хăш-пĕр котельнăйсен çивиттисене çĕнĕрен витнĕ, насуссене юсанă тата ытти чылай ĕçсем пурнăçланă. Газооператорсемпе ятарлă вĕрентÿ ирттернĕ, вĕсене аттестациленĕ. Çак уйăхра ятарлă комисси кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ĕçлеме хатĕррине тĕрĕслеме пуçлĕç, тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, котельнăйсем хĕллехи «тиеве» тÿсме хатĕррине çирĕплетекен паспортсем илĕç. Халĕ вара поселокри тĕп котельнăйĕнче тата ыттисенче те юлашки юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Юсав ĕçĕсене тĕплĕнрех пурнăçлама хăш-пĕр хваттер хуçисен парăмĕсем пысăкки те чăрмав кÿрет. Çак парăм 1 миллион та 308 пин тенкĕпе танлашать. Абонентсен парăмĕсем пысăк пулсан вĕсем пирки суда пама документсем хатĕрлеççĕ. Çавăнпа та ку предприятин яваплă çыннисем парăмсене вăхăтра татма ыйтаççĕ.