АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Редакци ĕçченĕсене – Тав çырăвĕ

00:00 16 апреля 2010 г.

2010 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче пуçланнă «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ пирĕн районта малалла вăй илсех пырать. «Ырă тăвакана сăвап пулать» текен ваттисен сăмахне чăвашсем асра тытаççĕ. Марафон вăхăтĕнче инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пулăшу кÿреççĕ. Вĕсем пирĕн районта сахалах мар: инвалид ачасем 80, 100 ача ытла ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă, 169-шĕ йывăр лару-тăрура пурăнаççĕ. Районта 300 ытла нумай ачаллă çемье, 2000 çемье пĕчĕк тупăшлă шутланаççĕ. Çак акцие районта пурăнакансем активлă хутшăнаççĕ, çав шутра район хаçатĕнче ĕçлекенсем те. Хальхи вăхăтра ыр кăмăллăх кассинче 158 пин тенкĕ ытла укçа-тенкĕ пухăннă. Март уйăхĕнче кăна-ха хаçатçăсем Арапуçĕнче вырнаçнă «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» республикăри патшалăх учрежденийĕнче пулчĕç. Спонсорла пулăшу панăшăн кунта ĕçлекенсемпе ачасем редакцинче вăй хуракансене Тав çырăвĕ ярса пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика