АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Айккинче ан юлăр

00:00 30 марта 2010 г.

Умра - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнин сумлă уявĕ. Республикăри вăрçă тата çар хĕсмечĕн ветеранĕсен общество организацийĕ те ăна тĕплĕн хатĕрленет. Унăн пуçарăвĕпе Чăваш Енре Çĕнтерÿ уявĕн фондне йĕркеленĕ. Ырă ĕçĕн пухмачне ЧР Президенчĕ Н.Федоров, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов, влаç органĕсенче ĕçлекенсем пĕр уйăхри шалăвне куçарнă. Предприятисемпе организаци ертÿçисем, уйрăм çынсем хăйсен тÿпине хывнă. Фондра пухăннă пĕтĕм укçа-тенкĕпе Шупашкарта çар парадне ирттерме, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе мероприятисем йĕркелеме, вăрçă тата тыл ветеранĕсене пулăшу кÿме усă курĕç.

Н.Федоров Президент кăçалтан пуçласа кашни Çĕнтерÿ кунне юбилей пек ирттерме сĕннĕ. Мĕншĕн тесен çак кун - пирĕн çĕршывăн, унта пурăнакан халăхсен паттăрлăхĕпе мухтавĕ. Ветерансене чысласси - Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсене шеллемесĕр çапăçнисене хисеп тăвасси.

Вăрçă тата çар хĕсмечĕн ветеранĕсен общество организацийĕ республикăри кашни çынна Çĕнтерÿ уявĕн фондне укçа-тенкĕпе пуянлатма чĕнет. Организацисемпе предприятисем, усламçăсем, уйрăм харпăрлăхлă коллективсем те пархатарлă та сăваплă çак пуçаруран айккинче юлмасса шанать. Вĕсем валли ятарласа фонд реквизичĕсене пĕлтеретпĕр: Чувашская региональная общественная организация ветеранов войны и военной службы, ИНН 2130007804, КПП 213001001, рŸc 40703810800000013052 в АКБ «Чувашкредитпромбанк» ОАО, БИК 049706725, корŸсчет 30101810200000000725.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика