00:00 25 марта 2011 г.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн хутăш йĕлтĕр эстафетине мартăн 27-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕ çумĕнчи посадка хĕрринче ирттерме палăртнă. Ăмăрту тăватă ушкăнпа иртет. Кашни командăра - виçшер çын.
Пĕрремĕш ушкăнра
Пиллĕкмĕшпе çиччĕмĕш классенче вĕренекен арçын ачасем - 3 километр, хĕр ачасем 2 километр чупаççĕ.
Иккĕмĕш ушкăнра
Саккăрмĕшпе тăххăрмĕш классенче вĕренекен арçын ачасем - 3 километр, хĕр ачасем 2 километр чупаççĕ.
Виççĕмĕш ушкăнра
Вуннăмĕшпе вунпĕрмĕш классенче вĕренекен арçын ачасем - 5 километр, хĕр ачасем 3 километр чупаççĕ.
Тăваттăмĕш ушкăнра
Хуçалăхсенчи, предприятисемпе организацисенчи тата уйрăм йĕлтĕрçĕсем: 20-39 çулсенчи арçынсем - 5, хĕрарăмсем 2 километрлă, 40-49 çулсенчи арçынсем - 3, хĕрарăмсем 2 километрлă, 50-59 çулсенчи арçынсем - 2, хĕрарăмсем - 1 километрлă, 60 çултан иртнĕ арçынсем - 1, хĕрарăмсем 1 километрлă дистанцисенче ăмăртаççĕ.
Мала тухнă командăсене грамотăсемпе наградăлаççĕ, парнесем параççĕ. Ăмăрту 10 сехетре пуçланать.