АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саккун вăя кĕнĕ

00:00 26 февраля 2010 г.

«Раççей Федерацийĕнче суту-илĕве патшалăх енчен йĕркелемелли никĕс çинчен» саккун кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. ЧР Правительство çуртĕнче республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне ÿстерес енĕпе ĕçлекен комисси çумĕнчи агропромышленность комплексне, пĕчĕк предпринимательлĕхе тата тавар рынокне хăват кÿме йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн пĕрлехи ларăвĕнче çак çĕнĕ саккуна хак панă. Саккун тăрăх пĕрлешÿри пысăк апат-çимĕç предприятийĕсен ÿлĕм хушма суту-илÿ лаптăкĕ туянма, арендăна илме юрамасть. Саккун апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсемпе суту-илÿ предприятийĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме май парĕ. Республикăра туса илнĕ ял хуçалăх çимĕçне анлăрах сутас тата вырнаçтарас тĕллевпе вĕсене рекламăлама, тавар пахалăхне лавккарах хаклама, дегустаци ирттерме, кану кунĕн ярмăрккисем йĕркелеме май парĕ. Суту-илÿ ĕçченĕсене çĕнĕ саккун пысăк витĕм кÿрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика