00:00 19 января 2010 г.
«Хĕрлĕ ялав» хаçат кашни çулах вулакансем хушшинче тĕрлĕ конкурссем ирттерет. Кăçал та çаплах пулĕ. Редакци уйрăмах виççĕшĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн.
Вĕсем: 1. В.С.Алендей ячĕллĕ литература конкурсĕ.
2. Вĕрентекен çулталăкне тата Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа «Перопа та, пăшалпа та» литературăпа публицистика конкурсĕ.
3. «Вăрмар Енĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ».
В.С.Алендей ячĕллĕ конкурс положенийĕ.
Конкурс тĕллевĕ - район пурнăçне, çынсен ĕçĕ-хĕлне, кун-çулне, пулса иртнĕ, иртекен пулăмсене анлăн çутатасси, çынсенче тăван тавралăха, çĕршыва юратас, хисеплес туйăмсене тарăнрах аталантарасси. Ăна йĕркелекенсем - «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ, райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕ. Конкурса литература чĕлхипе яка çырма пултаракан кашни çын прозăлла тата сăвăлла çырнă хайлавсене тăратма пултарать. Материалсен калăпăшĕ А-4 форматлă икĕ хут листинчен пысăк пулмалла мар. Конкурса В.С.Алендей çуралнă кун, октябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне, пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕне палăртнă чухне произведени актуаллăхне, пĕлтерĕшне, илемлĕх енне шута илеççĕ.
«Вăрмар Енĕн тĕлĕнтермĕшĕ» конкурс положенийĕ.
Ăна «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕпе районти тавра пĕлÿ халăх музейĕ, тĕп библиотека ирттереççĕ. Чăваш Ен «çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă çĕршывĕ» кăна мар. Тĕлĕнмелли, тĕлĕнтермелли нумай пирĕн. Çав шутра хамăр районта та. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ: Вăрмар район историйĕпе культура пуянлăхне упраса хăварасси, çут çанталăкăн сайра тĕл пулакан палăкĕсене, культура объекчĕсене хаклама хăнăхтарасси, çынсене патриотизмла воспитани парасси, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсене ÿстересси.
Вăл 7 номинаципе иртет. «Чăваш Енĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ» уçă конкурспа пĕр евĕр пулнă май, номинацисем те пĕрех:
1. «Çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕ; 2. «Тĕн тата ăс-хакăл пуянлăхĕ»; 3. «Вăрмар Ен легенди»; 4. «Вăрмар тĕлĕнтермĕшĕ»; 5. «Историре йĕр хăварнă çын»; 6. «Пулас тĕлĕнтермĕш»; 7. «Вăрмар Енĕн çиччĕмĕш тĕлĕнтермĕшĕ». (Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 2010 çулхи 3-мĕш номерĕнче пĕлме пулать).
Конкурс материалĕсене 2010 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Сăмах май, 2009 çулта ирттернĕ «Раççейĕн 7 тĕлĕнтермĕшĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ ята «Çил вĕрсе якатнă юпасем» (Комири чул юпасем), Мускаври Василий Блаженнăй соборĕ, Эльбрус тăвĕ, Волгоградри Мамай курганĕ тата Тăван çĕршыв-анне статуйи, Байкал кÿлли, Камчаткăри Гейзерсен айлăмĕ, «Петергоф» заповедник-музей тивĕçнĕ.
«Перопа та, пăшалпа та» конкурс положенийĕ:
Аслă Отечественнăй вăрçа районти шкулсенче вĕрентекен вуншар-вуншар учитель тухса кайнă. Вĕсенчен питĕ пысăк пайĕ пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ - ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче е сурансене пула вăхăтсăр, е çулсем иртнĕ çемĕн куçĕсене хупнă. Конкурс тĕллевĕ - вăрçа хутшăннă кашни вĕрентекене ятран асăнасси, вĕсен паттăрлăхĕпе, пархатарлă кун-çулĕпе ÿсекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси. Ăна йĕркелекенĕ «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ.
Конкурса кашни çынах хутшăнма пултарать. Материалсен калăпăшĕ А-4 форматлă икĕ хут листинчен пысăк пулмалла мар. Чи лайăх ĕçсен 3 авторĕ укçан преми тата çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçĕç. Конкурса майăн 9-мĕшĕ умĕн пĕтĕмлетеççĕ.
Конкурс материалĕсене çак адреспа йышăнаççĕ: Вăрмар поселокĕ, Советски урамĕ, 8 çурт, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ. Электронлă почта адресĕ: urm_gazeta@cbx.ru