00:00 16 февраля 2010 г.
Тикашри тĕп шкул дирекцийĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ ĕçпе тивĕçтерекен районти центр дирекцийĕпе пĕр уйăха килĕшÿ тунă. Ун тăрăх шкулти çул çитмен 22 ача ватă çынсене, пĕччен пурăнакансене тĕрлĕ ĕçсем тума пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем уроксем хыççăн ватă çынсем патĕнче пулса юр хырса параççĕ, шыв йăтса килеççĕ, хутма вутă хатĕрлесе хураççĕ. «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр» текен ваттисен сăмахне çамрăклах пурнăçа кĕртме хатĕрленсе ÿсеççĕ. Кашниех вĕсем пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕсем илтеççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр дирекцийĕ вара маттурскерсене ырă ĕçшĕн уйăхне 850 тенкĕ тÿлесе хавхалантарать. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе ĕçпе тивĕçтерекен районти центр дирекцийĕ икĕ енлĕ килĕшÿ туни Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсене ĕçе хăнăхса ÿснипе пĕрлех тарăн пĕлÿ илес, сывлăха çирĕплетес енĕпе те пысăк пулăшу парĕ.